Çамрăк корреспондентсен иккĕмĕш слетне çитес тесе кĕтÿ хăваласанах çула тухнă
17 May, 2018 | Культура | Слет

"Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ çамрăк корреспондентсен иккĕмĕш слетне Тутарстанран та килчĕç. 

Нина ЛАРИОНОВА, Валентина ЯРМУШОВА, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем:

Эпир паян 5 сехет иртсенех, кĕтÿ хăваласанах, çула тухрăмăр. Слета чĕнни питĕ савăнтарчĕ. Пирĕншĕн, Чăваш Республикин тулашĕнче пурăнакансемшĕн, "Хыпар" издательство çурчĕ кăларса тăракан хаçат-журнал питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпир вĕсене кăмăлтан çырăнса илетпĕр. "Хыпар" хаçат Хусанта тухма пуçланишĕн те çывăх пире.

Чăваш чĕлхине юратни, хисеплени тĕрлĕ конкурса хутшăнма, хаçат-журналпа çыхăну тытма хистенине те палăртас килет. Эпир иксĕмĕр те И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе филологи факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Чăваш Республикине тăтăш килсе çÿретпĕр. Хамăр вĕренекенсене те хаçат-журналпа туслаштарма тăрăшатпăр.

Çамрăк корреспондентсен слетне çĕнĕлле йĕркелени кăмăла кайрĕ. Ăсталăх класĕсем тавра курăма анлăлатма пулăшрĕç. Чăваш тĕррисен илемĕ, журналистика хăйне евĕрлĕхĕ ытларах кăсăклантарчĕ пире.

Александра ЯРМУШОВА, Алина КАЗНАЧЕЕВА, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу шкулĕнче вĕренекенĕсем:

Эпир районта тата республикăра тухса тăракан "Тăван Ен", "Сувар" хаçатсемпе туслă çыхăну йĕркеленĕ. Чăваш Республикинчи хаçат-журналта та пирĕн çырусенче пичетлени çав тери хавхалантарать. Эпир шкулти, ялти пулăмсене пĕлтерсех тăратпăр, сăвă çыратпăр.

Слетри ăсталăх класĕнче çĕннине нумай пĕлтĕмĕр. Чăваш Республикинче ăшшăн кĕтсе илни çинчен хамăр тăрăхра каласа кăтартăпăр.

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас