Çамрăк художниксем писательсене ÿкереççĕ

23 Çĕртме, 2016

Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕ çу уйăхĕнче «Чăваш Енри писательсен портречĕ» пултарулăх проектне вăя кĕртрĕ.

Унăн тĕллевĕ:

— республикăра пурăнакансене Чăваш Енри писательсемпе поэтсен пултарулăхне тĕпчес ĕçе явăçтарасси;

— ачасемпе аслисем валли çыракан авторсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарасси;

— тĕрлĕ ÿкерчĕк туса çыравçăсене хисеп тăвасси;

— «Çĕнĕ ятсем» уçса портрет ÿкерекен çамрăк та хастар художниксене пулăшу парасси;

— литературăна анлăн сарас ĕçе вăйлатасси. Проекта хутшăнакансене авторсемпе пĕтĕмĕшле паллаштарасси;

— «Чăваш Енри писательсен портречĕ» ÿкерчĕксен куравне Чăваш наци конгресĕнче, Чăваш наци, Ача-пăча вулавăшĕсенче, Культура минис-терствинче, хуласенчи тата районсенчи библиотекăсенче йĕркелесси;

— «Вконтакте» социаллă тетелре хăйне евĕр галерея вырнаçтарасси.

Тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа е графика мелĕпе ÿкернĕ кирек епле ĕçе те пахалаççĕ. Çак проекта Чăваш Респуб- ликинчи профессионал писательсен союзĕ йĕркелет пулин те ытти союзра тăракан çыравçăсене халалланă ÿкерчĕксене те йышăнаççĕ. Конкурса кирек кам та хутшăнма пултарать.

Чи ăнăçлă ĕçсене тăватă ушкăна пайлаççĕ:

— 10 çулчченхи ачасен ĕçĕсене пахаласси;

— 11-17 çулсенчисем;

— 17 çултан пуçласа аслăраххисем;

— Шупашкарти ÿнер училищин тата Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ÿнер факультетĕнчи студентсем.

Тен, эсир ÿкерессипе профессионал мар, çавах кăранташпа, акварельпе е гуашьпе питĕ ÿкерме юрататăр. Апла пулсан çак проекта кăмăлтан хутшăнма пултаратăр. Тен, эсирех çĕнтерÿçĕсен йышне лекетĕр.

Проект партнерĕсем — «Хыпар» Издательство çурчĕ, Чăваш наци конгресĕ, республикăри хула-район библиотекисем.

Сирĕн ĕçсене вара çак адреспа йышăнатпăр: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13. «Тантăш» хаçат редакцийĕ. Электрон почти: tantas@list. ru

Паянхи ÿкерчĕксем — тĕслĕх вырăнне.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.