Çăмарта чĕпĕллĕ-и?

Çăмартаран килте чĕпĕ кăлараканăн ал айĕнче овоскоп пулмалла. Инкубаторти çăмартасене те, ама пусса лараканнисене те овоскоппа тĕрĕслемелле. Кăвакал, хур, кăркка, чăх — килте усракан ытти кайăк çăмартине йăлтах пĕр овоскоппах тĕрĕслеме пулать.

Овоскоп — çăмарта пахалăхне, пĕтĕленнине, чĕпĕ мĕнле аталаннине тĕрĕслемелли прибор. Ăна килтех хатĕрлеме ансат. Кофе е олива, ытти çимĕçрен пушаннă çÿллĕрех шăвăç банка, патронлă лампочка, проводка кирлĕ ăна тума. Банка е ун вырăнне усă куракан курупка вĕрине тÿсĕмлĕ пулмалла. Ахаль лампочка вăйлă хĕрет, ун вырăнне светодиотпа е ытти вăйлă хĕрмен лампăсемпе усă курма пулать.

Ĕç йĕрки. Кофе хупăлчи çине патрон çирĕплетсе лартмалла, патронпа çыхăннă проводка кофе банкин хупăлчине тÿрĕ ларма кансĕрлесрен банкăн стенкине шăтарса проводкăна кăлармалла. Çăмарта пысăкăшне кура банкăн тĕпне касса кăлармалла. Шăтăк тăрăхла, çăмартаран кăшт пĕчĕкрех пулмалла. Банкăн тĕпне касса çиеле тĕрлĕ çăмарта валли /хур, кăвакал, чăх/ тĕрлĕрен виçеллĕ шăтăклă хупăлчасем хатĕрлеме пулать.

Овоскоппа тĕрĕслемелли çăмарта таса пулмалла. Унсăрăн хупă тикĕссĕн витĕр курăнмасть. Чăх çăмартин хуппи çÿхерех, ун витĕр лайăх курăнать, хур çăмарти хуппи вара хулăнрах. Çапах ун витĕр те икĕ варăллă çăмартана уйăрма пулать. Икĕ варăллă çăмарта, ыттисемпе танлаштарсан кăшт тăсмакрах, пысăкрах. Вĕсене ама айне е инкубатора хумалла мар.

Çăмартасене инкубатора е ама айне парас умĕн тĕрĕслемелле. Çакă, каларăмăр, хăшпĕр кăлтăксене тÿрех тупма май парать.

Иккĕмĕш хут çăмартасене тĕрĕслемелли вăхăт кашни кайăкăн тĕрлĕрен. Чăх çăмартине 7 кунран, кăвакал, кăркка çăмартине — 9 кунран, индоутка, хур çăмартине — 10 кунран тĕрĕслемелле. Çак вăхăт тĕлне çăмартари чĕпĕ тĕвви, юн тымарĕсем аванах курăнаççĕ. Тăрă çăмартасене, пăсăлнисене тек хумалла мар. Çăмарта чĕпĕллĕ е пăсăкки пирки иккĕленсен ăна каялла хурăр, тепĕр 4-5 кунран тĕрĕсленĕ хыççăн иккĕленÿ сирĕлĕ. Çăмартара аталану курăнмасть, унти хутăш йăлтах тĕксĕмленсе пырать-тĕк вĕсене тек хумалла мар.

Овоскоп лампочки ахальли пулсассăн, паллах, вĕриленет. Тĕрĕслеме хунă çăмарта хуппи вĕриленесрен асăрханăр. Ку çăмарташăн сиенлĕ. Овоскоп стенки лампочкăран, шăтăкран инçерех пултăр, тĕрĕслев ĕçне хăвăрт ирттерĕр.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.