Çăмăллăхсене тÿрĕ кăмăллă ĕçпе тивĕçмелле
Правительствăн Иван Моторин премьер ертсе пынипе юн кун иртнĕ ларăвĕнче ырланă саккун проекчĕ хăшне-пĕрне килĕшмессе те пултарĕ. Анчах социаллă тĕрĕслĕх тени пулмаллах - çăмăллăхсемпе вĕсене чăнласах ĕçпе, тар тăкса тивĕçнисем усă курччăр.
Сăмах ветерансем пирки калакан саккун проекчĕ пирки. Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев социаллă пулăшупа граждансене ятран, вĕсене кирлине кура тивĕçтермеллине аса илтерчĕ. Çакна Раççей Президенчĕн Бюджет çырăвĕнче те палăртнă, кун пирки Дмитрий Медведев премьер та пĕрре кăна мар каланă. Чăваш Ен Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн республикăра ĕç ветеранĕн ятне илмелли право пур граждансен категорийĕсене çирĕплетнĕ. 37 çул та 6 уйăхпа /хĕрарăмсем/ тата 42 çул та 6 уйăхпа /арçынсем/ танлашакан стажлă çынсем, тĕрĕссипе, пурте ветеран ятне илме пултараççĕ. Çавна май çăмăллăхпа усă кураççĕ: уйăхсерен 1082 тенкĕ тÿлев илеççĕ, çыхăнушăн тăкаксен 50: саплаштараççĕ.
Саккун проектĕнче вара ĕç ветеранĕн ятне илмелли критерисене çирĕплетнĕ: асăннă çынсен ĕç стажĕн çуррине республика территорийĕнче пухмалла, çавăн пекех çын тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеменшĕн /прогулсем, ĕçре ÿсĕр пулни, ĕç вырăнĕнче ют пурлăха вăрлани тата ыт.те/ ăна ĕçрен хăтарнă пулсан хайхи ята тивĕçеймест. Паллах, ветеран ячĕсĕр юлма пултаракансем кăмăлсăрланасси куçкĕрет. Çавна май Иван Моторин пусăм тусах каларĕ: "РФ Правительствин йышăнăвĕсене тĕпе хурса ку саккун проекчĕ тĕлĕшпе тивĕçлĕ ăнлантару ĕçне йĕркелемелле".
Çÿлерех каланă принциппа килĕшÿллĕн темиçе саккуна улшăнусем кĕртессине ырларĕç. Ачашăн уйăхсерен тÿлекен пособи, республикăн амăшĕн капиталĕ, çулçÿрев билечĕсем туяннăшăн паракан пособисем тата ытти те - пĕтĕм тÿлев ятран тата вĕсем шăпах çак граждансене кирлине кура пулмалла.
Патшалăх органĕсем туянакан таварсемпе, усă куракан пулăшу ĕçĕсемпе çыхăннă требованисене палăртмалли правилăсене çирĕплетрĕç. 2012-2020 çулсенче граждансене социаллă пулăшу памалли патшалăх программине улшăнусем кĕртме йышăнчĕç. Ун валли уйăракан укçа улшăнусемпе килĕшÿллĕн 226 млн тенкĕ хушăнать, çапла вара 20-мĕш çулччен пĕтĕмпе 57 млрд тенке яхăн пулать.
Ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕр лаптăкĕсене ытти тĕллев валли куçарассине ырларĕç. Пĕтĕмпе 24 лаптăк, 1,9 пине яхăн тăваткал метр. Çĕрпÿ, Етĕрне районĕсенче вырнаçнăскерсем "Альметьевск-Чулхула" магистраль нефтепровочĕн об<екчĕсене тума тата вĕсемпе усă курма кирлĕ.
Ларăвăн кун йĕркинче ыйту чылай пулин те вĕсене хăвăрт тишкерчĕç. Пĕр самант кăна такăнтарчĕ. "Ура хураканни" Патшалăх Канашĕн спикерĕ Юрий Попов пулчĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Правительствăн тивĕçлĕ йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртесси пирки сăмах илнĕ май элита вăрлăх, пысăк тухăçлă выльăх-чĕрлĕх туянма илекен кредитсен проценчĕсене субсиди шучĕпе саплаштарма уйăракан укçа чакасси пирки каласан Юрий Алексеевич "укçа çителĕклĕ пулĕ-и?" тесе ыйтрĕ те - ял хуçалăх ведомствин ертÿçи "çурла уйăхĕччен çитет" тени ăнланманлăх çуратрĕ.
Иван Моторин "ыттисенне укçа-тенке пĕринчен илсе теприне паратпăр, ял хуçалăхне вара эпир кашнинчех хушма укçапа пулăшатпăр" тенĕ хыççăн аграри министерствин ертÿçи кăштах иккĕленчĕ. "Сергей Геннадьевич, пирĕн сирĕнтен сăмахсене туртса кăларма тивет..." - кулса сăмахларĕ Иван Борисович. ПК спикерĕ те хăйĕн ыйтăвĕ çапла çаврăнса тухасса кĕтменччĕ пулас: "Эпĕ ял хуçалăхне лайăхрах пултăр тесе ыйтрăм..." Пулăшма финанс министрĕ Светлана Енилина васкарĕ, ĕç-пуçа ăнлантарса пачĕ. "Укçа çулталăклăха çитет", - пулчĕ пĕтĕмлетÿ.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментари хушас