Çăлтăрлăхри пĕр талант

Кăрлачăн 4-7-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери «Талантсен çăлтăрлăхĕ» фестиваль 10-мĕш хутчен иртрĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 20-мĕш шкулта вĕренекен Анастасия Трефилова унта малтан та хутшăннă-ха, 3-4-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Ку çул вара ăна тĕлĕнмелле ырă кĕтменлĕхпе савăнтарнă.
— Мана гала-концерта чĕнсенех хĕпĕртерĕм — пĕрремĕш хутчен унта юрă шăрантарма тивĕçрĕм-çке. Вăрттăн шанăç та пурччĕ, анчах çирĕппĕнех эпĕ çĕнтеретĕп тесе шухăшлама тăхтарăм. Конкурса пĕтĕмлетсен вара 1-мĕш степень диплом лауреачĕ пулса тăнине пĕлтĕм те питĕ савăнтăм.
Настя сцена çине акăлчан юррипе тухнă. Ют çĕршыв юррисем илĕртеççĕ ăна. Унăн кумирĕ — Beyonce. Çак юрăçăн сасси те, сцена çинче вăл хăйне мĕнле тытни те килĕшеççĕ Настьăна.

Театр е вокал

— Ача садне çÿренĕ чухне педагог манăн пултарулăх пуррине асăрханă. Вăл çакăн çинчен аннене каланă. Мана е театр, е вокал енĕпе хатĕрлеме сĕннĕ. Анне вара музыка шкулне ячĕ, — аса илчĕ маттур хĕр.
Музыка шкулĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн Настя «Престиж» вокалпа хореографи студине çÿреме тытăннă. Çапла, юрă кăна мар, ташă ăсталăхне те аталантарать вăл.
Паллах, чăтăмлăх таçта та кирлĕ — аталану çулĕ çинче пушшех те. Музыка шкулĕнче вĕренме ансатах маррине час-часах илтме тивет, çакна паллă çынсем те калаççĕ. Настьăн юлташĕсенчен хăшĕ-пĕри пăрахса кайни те пулнă. Мĕн пытармалли ĕнтĕ, 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне Настя хăй те ывăнса çитнĕ. Анчах тепĕр 2 çул çÿремеллех тесе хăйне алла илнĕ вăл, чăтăмлăх çитерсе вĕренсе тухнă. Халĕ уншăн нимĕнле йывăрлăх та çук.

«Куçпа çисе ярасла пăхатчĕç»

Вăтам шкул хыççăн музыка енĕпе аслă пĕлÿ илес тĕллев çук пикен, урăх çул суйласшăн вăл. Анчах юрă-кĕвĕ тĕнчинчен писесшĕн мар, вăл ăна ăнăçусемпе савăнтарса тăрасса шанать. Юрăç пулас шухăш пуррине те пытармасть. Çак тĕллевпех ĕнтĕ хăйне тĕрлĕрен пултарулăх ăмăртăвĕнче тĕрĕслет.
Пĕлтĕр Настя «МУЗ-ТВ» телеканал йĕркеленĕ «Талантсен кĕрешĕвĕ» кастинга хутшăннă. Нина Игоревна тата Елена Анатольевна преподавательсем ăна конкурссен условийĕпе тăтăшах паллаштараççĕ. «МУЗ-ТВ» кастингĕнче Настя икĕ тапхăр парăнтарнă, шел, виççĕмĕшĕнче тухса ÿкнĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА. Настя ТРЕФИЛОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.