«Çăлтăр ушкăнĕ» шăпăрлансене йышăнчĕ
10 Dec, 2013 | Хыпар | Хула | Пулăм

Шупашкарти Миттов урамĕнче вырнаçнă 7-мĕш ача сачĕн картишĕнче лăс туратлă чăрăш лартнă та - çитĕннисемпе вĕттисем хаваслă картана тăнă. Çĕнĕ çул умĕнхи çĕкленÿллĕ туйăм мĕншĕн ытла ир вăраннă тетĕр-и? Савăнăçĕ капашсăр пысăк: капмар та хитре çак çурта çулталăкри чи юратнă уяв умĕн хута ярассишĕн строительсем çав тери тăрăшнă, палăртнине пурнăçа кĕртнĕ.

«Çăлтăр ушкăнĕ» /ячĕ, чăн та, вырăсла - «Созвездие», тăван чĕлхемĕр ют тенĕ-ши?/ ача сачĕн никĕсне 2012 çулхи чÿк уйăхĕнче хывнă. Хулан Кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче хута кайнăскер иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнчи учрежденисенчен чылай уйрăлса тăрать. Чи пĕлтерĕшли - кунта инвалид ачасене те йышăнма пултараççĕ. Вĕсене валли çурта кĕме - пандус, иккĕмĕш хута хăпарма лифт пур. Интерактив залĕ, çавăн пекех - лекотека, сенсор пÿлĕмĕ, физиотерапи пÿлĕмĕллĕ медицина блокĕ, бассейн, хальхи йышши оборудовани лартнă апат-çимĕç блокĕ, изостуди, этнографи пÿлĕмĕ... Строительствăна пуçарнă чухнехи планпа палăртнă 240 вырăнлăх садикре паян 360 пепкене вырнаçтарма май килнĕ. Çакă, Наталья Спиридонова заведующи ĕнентернĕ тăрăх, ачасене сиенлĕ витĕм кÿмелле мар: лаптăксем пысăкки хушма вырăнсем уçма май панă.

Раштавăн 6-мĕшĕнче шкулчченхи вĕренĕвĕн çĕнĕ заведенине уçма сумлă йыш килсе çитрĕ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов, тĕп хулан администраци пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Пĕрлехи Раççей» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов. Хĕрлĕ хăйăва ачасемпе пĕрле касиччен Михаил Васильевич республикăра Раççей Президенчĕн «Вĕренÿпе ăслăлăх тытăмĕнче патшалăх политикине пурнăçа кĕртмелли мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн чылай ырă улшăну пулнине палăртрĕ. Кăçал кăна Чăваш Енре шкул çулне çитменнисем валли 11 çĕнĕ объект çĕклеме палăртнă. /Вĕсенчен 9-шĕ хута кайрĕç ĕнтĕ/. «Ашшĕ-амăшĕ ĕçе шанчăклăнах кайма пултартăр тесен ачан тивĕçлĕ тимлĕх çителĕклĕ вырăнта юлмалла. Çĕнĕ садике çÿреме пуçланă пепкен ашшĕ-амăшне ăмсанатăп: хăтлă та илемлĕ çуртра ача аталанăвĕ валли майсем чылай. Калăпăр, кунта ют чĕлхесене те вĕрентесшĕн. Çавăнпах вĕсен хушшинче çĕр-шыва аталантармашкăн ăнтăлакан тата пултаракан ачасем çитĕнесси иккĕлентермест», - уява пухăннисен куçĕнче савăнăç палăрнине курса хăпартланчĕ Республика Пуçлăхĕ.

Ирина ИВАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.