Çакна каласшăн, вулаканăм, эс çырăнах хаçат, тăванăм!

28 Çу, 2016

“Чăваш хĕрарăмĕн” тусĕсен хушшинче иртнĕ çулăн вĕçĕнче такмаксен конкурсне пĕлтернĕччĕ. Чи малтанах унта хутшăнма кăмăл тунисене чунран тав тăватпăр. Хăйсен хайлавĕсене ярса панисем конкурс пĕтĕмлетĕвне кĕтсе ывăнчĕç-тĕр. Вулаканăмăрсене тата авторăмăрсене савăнмалли хыпар пĕлтеретпĕр — çак кунсенче конкурса пĕтĕмлетрĕмĕр, çĕнтерÿçĕсене палăртрăмăр. Авторсен ĕçĕсене ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Светлана Асамат сăвăç пахаларĕ. “Эсир хайлавсене такмаксем тесе палăртнă, эпĕ те вĕсене такмак шайĕнче пăхса тухрăм”, — пĕлтерчĕ Светлана Васильевна.

Конкурс — конкурсах пултăр терĕмĕр, малти вырăнсене паллă сăвăçпа килĕшсе çапла палăртрăмăр.

Пĕрремĕш вырăн — Елена Никитина /Муркаш районĕ/.

Иккĕмĕш вырăн — Николай Ершов /Красноармейски районĕ/ тата Глафира Григорьева /Елчĕк районĕ/.

Виççĕмĕш вырăн — Георгий Тусли /Красноармейски районĕ/, Галина Зотова /Хĕрлĕ Чутай районĕ/ тата Анна Пескова /Вăрнар районĕ/.

Конкурса хăйсен хайлавĕсемпе хутшăннă ытти автор хавхалантару премине тивĕçрĕ: Николай Краснов /Шупашкар хули/, Алексей Сувар /Вăрнар районĕ/, Николай Агаков /Канаш районĕ/, Анатолий Пукаш /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, Маруç тесе палăртнă автор /Комсомольски районĕ/, Александр Акимов /Тутартсан/.

“Чăваш хĕрарăмĕ” хаçата халалласа çырнă такмаксен авторĕсене çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Пичет çуртне чĕнетпĕр — уяв 11.00 сехетре пуçланать. Тĕлпулăва Светлана Асамат сăвăç хутшăнать.

Аса илтеретпĕр: “Чăваш хĕрарăмне” иккĕмĕш çурçуллăхра илсе тăмашкăн çырăнтарас ĕç вĕçленсе пырать. Юлнă вăхăтпа усă курса юратнă кăларăма çырăнса ĕлкĕрĕр. Хакĕ: 354,42 тенкĕ. Индексĕ: В1515.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.