Çăкăр шăршиллĕ хаçат

6 Авăн, 2017

«Хресчен сассинче» тĕрлĕ материалсемпе пĕрлех «Кил» страницăна та килĕштерсе вулатпăр. Сĕнÿ-канашсене хатĕрленĕ, ыйтусене хуравланă чухне паллă, ятлă-сумлă специалистсене явăçтарни аван. Тепĕр тесен ку — вĕсен çăкăрĕн пĕр пайĕ. Пулас инженерсен, агрономсен, зоотехниксен шухăш-кăмăлне те пĕлес килет. Хаçата унта ĕçлекенсем кăна мар, вулакансем те кăсăкрах тума пулăшаççĕ. Вĕсен те хăйсене шухăшлаттаракан темăсем сĕнмелле.

Эпир, Трак енче пурăнакансем, пуçару турăмăр ĕнтĕ. Ирхине, кĕтÿ хăваланă чухне, Роза Трофимова почтальонка, Татьяна Петрова, Валентина Терентьева, Елена Терентьева хаçата чун апачĕпе танлаштарчĕç. «Хаçатăн çĕнĕ номерне тытсан çăкăр шăрши кĕнĕн туйăнать», — терĕ Роза Трофимова. Ман шутпа, çакăнтан хаклă сăмах çук-тăр.

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.