Çăкăр хакĕ ÿсĕ

11 Нарăс, 2016

Раççей Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх - çăкăр хакĕ çĕршывра кăçал вăтамран 3-5 тенкĕ ÿсме пултарать. Çакна тулă хакланнипе сăлтавлаççĕ. Çавна май унăн хакĕ Чăваш Енре те пысăкланĕ.

Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕ асăннă продукцие ака уйăхĕнчен 4 процент ÿстересшĕн. Ыттисем хальлĕхе кун пирки шарламаççĕ-ха. «Чăваш çăкăр продукчĕ» акционерсен обществинче иртнĕ канашлура çăкăра хаклатмасăр производствăна çĕнетсе улăштармалли программа хатĕрлеме, тăкаксене чакарма, ассортимента аталантарма сĕннĕ.