Çак кĕпере тăшман та шыранă

8 Ака, 2017

Канаш районĕнчи Мăкăрти чукун çул кĕперне район шайĕнчи историпе культура палăкĕсен йышне кĕртнĕ. Унăн пĕтĕмĕшле тăршшĕ — 1200 метр. Виадукăн çÿллĕшĕ — 34, сарлакăшĕ 4 метр. Кĕпере 16 бетон юпапа тĕкĕленĕ. Арзамас — Канаш чукун çул пайĕ Мускава Хусанпа çыхăнтарнă.

Хăй вăхăтĕнче çак кĕпер Европăри тимĕр-бетон конструкцийĕсенчен тăршшĕпе иккĕмĕш шутланнă. 2012 çулта Етĕрне районĕнче Сăр урлă çĕнĕ кĕпер хывиччен республикăра чи вăрăмми пулнă вăл.

1914 çулта Гехард Шумахер нимĕç инженер-проектировщикĕ ертсе пынипе тума пуçланă çак кĕпере. "Никĕсĕ çирĕпрех пултăр тесе килĕрен çăмарта пуçтарса çÿренĕ", — каласа кăтартнă аслă ăру çыннисем. Çакăнта ĕçленĕшĕн 1 кĕпелĕх çитсă панине те асра тытса пурăннă вĕсем. Çапах ку ĕçе вырăс тата тутар строителĕсене ытларах явăçтарнă. Кĕпере 1918 çулта хута янă.

1935 çултанпа ăна салтаксем сыхланă. Çакăнтах казарма, мунча хăпартнă. Каçхине çынсене кĕпер айĕпе çÿреме чарнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Мăкăрти чукун çул кĕперĕ урлă иртекен пуйăссем фронта апат-çимĕç, хĕç-пăшал турттарнă. Çак вырăна нимĕç самолечĕсем хытă шыранă теççĕ. Çавăнпах ял çыннисем чÿречерен çутă кăтартман. Мăкăрти кĕпере тыткăнри нимĕçсене те юсаттарнă.

1956 çулта çак вырăна çар çыннисем хăйсен хÿттине илнĕ. 1969 çулта кĕпере юсаса çĕнетнĕ. 1986 çултанпа вара унпа усă курмаççĕ: çакăнтан инçех мар чукун çул çĕнĕ кĕперне уçнă.

2014 çулта Чакаç ял тăрăхĕн гербне çирĕплетнĕ. Унта Мăкăр чукун çул виадук-кĕперне ылтăн тĕспе кăтартнă. Символсен тата аллигорисен чĕлхи çак тăрăх çут çанталăк, истори, архитектура пуянлăхĕпе уйрăлса тăнине ăнлантарать.

Кĕпер çывăхĕнче сăваплă çăлкуç юхса выртать. Таса шыв вăй-хал панине, чир-чĕре хăваланине ĕненет халăх. Юнашарах часавай хăпартнă. Çакăнта ял çыннисем кăна мар, ытти районти çемье çавăракан çамрăксем те ятарласах килеççĕ, юратăва ĕмĕр упрас тĕллевпе çăра çакса хăвараççĕ.

2015 çулта Мăкăр ял çыннисем XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи архитектурăпа истори палăкне — виадука — патшалăх хÿттине илмешкĕн ыйтса çырнă. Халĕ вĕсем хурав парасса кĕтеççĕ.

Кĕпер çинчен роуп-джам-персем сикнине хăнăхса çитнĕ ял çыннисем. Экстрим юратакансем çакăнта таçтан та килеççĕ. Çакăн пирки Раççей тĕп каналĕпе ятарлă репортаж та кăтартнăччĕ.

Мария РОМАНСКАЯ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.