Бюджета пуянлатма пур майпа та усă курмалла

2 Çурла, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районне çитсе курчĕ, Кукашни ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктне уçма хутшăнчĕ.

Хăтлăхĕпе пур енчен те ти­вĕçтерекен çĕнĕ ФАПа Маклашки, Макаçкасси, Кукашни, Юрьевка, Пĕчченхыр ялĕсен çыннисем çÿрĕç. Сиплев çуртне хута яма 2 миллион ытла тенкĕпе усă курнă. Республикăра вĕсем — 525.

Михаил Игнатьев 2015 çулта çĕнĕ 100 ФАП тумалли программăна пурнăçлани çинчен пĕлтерчĕ. 2018 çул тĕлне тата — 50, вăл шутран 24-шне кăçал хута ямалла. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче юлашки виçĕ çулта Чăнкасси, Караньял, Упакасси, Турханкасси ялĕсенче уçнă.

— Район центрĕ çывăхрах пулин те унта каймасăрах тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илме май пур. Çĕнĕ ФАПсене йывăрлăхсене пăхмасăр малалла та тăватпăр. Медицина ĕçченĕсем ку чухнехи условисенче вăй хума пултарччăр, ял çыннисем вăхăтра та лайăх сипленсе нумайрах çул пурăнччăр тетпĕр, — терĕ республика Пуçлăхĕ.

Ентешĕсен ячĕпе Турханкасси ялĕнче пурăнакан Борис Марков Михаил Игнатьева, строительсене чĕререн тав турĕ. Çĕнĕ медпункта, хăй чирлемесен те, çынсемпе курса калаçма та пулин килесшĕн.

Михаил Игнатьев район тата администраци пуçлăхĕсемпе Николай Николаевпа тата Анатолий Мясниковпа муниципалитетшăн пĕлтерĕшлĕ çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕ. Республика Пуçлăхĕ «Марпосадкабель» АО ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕ. А.Мясников предприяти инвестици проекчĕсене пурнăçланине пĕлтерчĕ. Ку таранччен 102 миллион тенкĕпе тĕллевлĕ усă курнă, Китайран оборудовани кÿрсе килнĕ. Районта пĕчĕк тата вăтам бизнес, çул-йĕр инфратытăмĕ ăнăçлă аталанаççĕ. Кăçал çулсене, çуртсен картишĕсене 40 миллион тенкĕлĕх юсамалла.

— Çулсене малашне те çĕнетĕпĕр, çав вăхăтрах ял хуçалăхне çине тăрсах аталантармалла, çамрăксен ялта пурăнас килтĕр, — палăртрĕ М.Игнатьев.

Вырмапа тата шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленипе те кăсăкланчĕ. Райадминистраци ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх — пĕлÿ çурчĕсене юсама 7 миллион та 776 пин тенкĕ уйăрнă. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ачасене йышăнма пурте хатĕр пулаççĕ. Вырмана 18 комбайн хутшăнать, техника пĕр кăлтăксăр ĕçлет.

Парлак çĕр пирки те калаçрĕç. Усă курман 500 гектара кăçал пусă çаврăнăшне кĕртме планланă, 692 гектара ĕçе кĕртнĕ. Çакă районта çĕнĕ предприятисем уçăлнипе те çыхăннă. «Авангард» тулли мар яваплă обществăн Çĕрпÿ районĕнчи филиалĕ Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче 300 гектар лаптăк тара илни те пĕлтерĕшлĕ.

Пĕрремĕш гимназин акт залĕнче М.Игнатьев ертсе пынипе пуçаруллă çынсен канашлăвĕ иртрĕ. Анатолий Мясников районăн социаллă пурнăçĕпе экономикăн кăçалхи çур çулхи аталанăвĕпе паллаштарчĕ. 2016 çулта бюджет çирĕплĕхне упраса хăварма май килнине пĕлтерчĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан налукран кĕрекен тата налук мар тупăш ÿснĕ. Çакă пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсем йышланнинчен килнĕ. Вырăнта туса кăларнă тавар калăпăшĕ, уйăхри вăтам ĕç укçи пысăкланнă, ĕçсĕррисен шучĕ чакнă.

А.Мясников тĕрлĕ отрасльте тунă çитĕнÿсене палăртрĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ хушăннă. Сĕт, аш-какай туса илесси ÿснĕ. Ĕçе пуçăнакан 2 фермер 1 миллион та 100-шер пин тенкĕлĕх грант илнĕ. Ишĕлсе анас патне çитнĕ çуртсенче пурăнакансене хăтлă хваттерпе тивĕçтересси ăнăçлă пурнăçланать. Сĕнтĕрвăрри туризма аталантарма меллĕ çĕрте вырнаçнă. М.Игнатьев экономикăна аталантарма ресурссем пуррине, хыснана пуянлатма пур майпа та туллин усă курмаллине палăртрĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина 2017-2019 çулсенчи бюджет политикин тĕп енĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Республика бюджетне яланхи пек пĕр çуллăха мар, малашне виçĕ çуллăха йышăнни ытларах усă кÿрессине ăнлантарчĕ. Светлана Александровна район бюджетне çын пуçне тивекен хăрпăр хăй тупăшĕ мĕн чухлĕ кĕнине пĕлтерчĕ. Çынсене килĕшÿ тумасăр ĕçе вырнаçма юраманнине аса илтерчĕ. Унсăрăн стаж пухăнмасть. Пенси пĕчĕкрех пуласси каламасăрах паллă. Çавăн пекех вырăнти бюджетăн тупăш пайне укçа сахалрах кĕрет.

РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Татьяна Богданова, экономика аталанăвĕн министрĕн заместителĕ Виталий Емельянов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Елена Николаевăпа Александр Никаноров тĕп доклада сÿтсе явма хутшăнчĕç.

— Районăн потенциалĕ пысăк, — палăртрĕ Михаил Игнатьев канашлăва пĕтĕмлетнĕ май. — Унăн аталану пуласлăхĕ пĕрлехи вăй-халран килет.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.