Бюджет – социаллă тĕллевлĕ

15 Чÿк, 2016

Ку проекта та юлашки çулсенчи пекех «консервативлă» принциппа хатĕрленĕ

«Укçапа пĕлсе тата тухăçлă усă курмалла» — шăпах çак шухăш тĕп вырăнта пулчĕ Чăваш Республикин 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018-2019 çулсенчи тапхăрĕн бюджечĕн проекчĕ тăрăх ирттернĕ халăх итлевĕнче.

Ытти чухнехи пекех, итлеве ЧР Патшалăх Канашĕ йĕркеленĕ, унта депутатсемпе пĕрлех ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, прокуратура, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсем, ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палатин, Общество палатин членĕсем, профсоюз тата общество организацийĕсен хастарĕсем, журналистсем, студентсем хутшăнчĕç. Бюджет проектне халăх итлевне кăлариччен профильлĕ ведомствăсенче, парламент комиссийĕсенче тишкернĕ, экспертсем хак панă, вăл Тĕрĕслевпе шутлав палати витĕр те тухнă. Документпа халăх паллашма пултартăр тесе ăна ЧР Патшалăх Канашĕн сайтне вырнаçтарнă тата «Республика» хаçатра пичетленĕ.

Республика бюджечĕн 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018-2019 çулсенчи тапхăрĕн бюджечĕн проекчĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. «Çитес çулхи тĕп уйрăмлăх — эпир бюджета виçĕ çуллăх палăрасси патне тепĕр хут таврăнни», — çирĕплетрĕ докладçă ку документа экономика майĕпен çирĕпленсе тата çĕнĕ финанс-экономика лару-тăрăвне хăнăхса пынин условийĕсенче хатĕрленине асăннă май. Ăна йĕркеленĕ чухне РФ Бюджет кодексĕ ыйтнине тата норма-право ытти актне тĕпе хунине каларĕ. Министр пĕлтернĕ тăрăх — ку проекта та юлашки çулсенчи пекех «консервативлă» принциппа /республика экономикин аталанăвĕн чи ăнăçлах мар сценарине тĕпе хурса, финанс тăнăçлăхĕн йывăрлăхĕсене шута илсе/ хатĕрленĕ.

Проектра бюджетăн тупăш пайĕ 2017 çулта 35,1 миллиард тенкĕпе /кăçалхи шайăн 85,7%/ танлашассине палăртнă, 2018 çулта — 35,8 миллиард тенкĕ, 2019 çулта — 36,4 миллиард тенкĕ. Хамăр тупăшсен виçи — 25,4 миллиард тенкĕ /кăçалхипе танлаштарсан 0,9% пысăкрах/, 2018 тата 2019 çулсенче — 25,8 миллиард /ÿсĕм — 1,7%/ тата 26,8 миллиард тенкĕ /3,9%/. Налук тупăшĕсен тĕп пайне организацисен усламĕпе вĕсен пурлăхĕ, уйрăм çынсен тупăшĕсем çине хуракан налуксем, акцизсем йышăнĕç. «Тупăшсем кĕрессин прогнозне налук тата бюджет сак-кунĕсенчи çĕнĕлĕхсене, 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрекеннисене, тĕпе хурса хатĕрленĕ», — ăнлантарчĕ Светлана Александровна. Паллах, республика бюджечĕн шайлашулăх шайĕ федераци бюджетĕнчен паракан трансфертсенчен те килет. 2017 çулта федераци бюд-жетĕнчен 9,7 миллиард тенкĕлĕх тавăрса памалли мар укçа, 2018 çулта — 9,9 миллиард, 2019 çулта 9,6 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă.

Расхут пайĕ пирки калас тăк 2017 çулшăн ăна 35,1 миллиард тенкĕлĕх /кăçалхи шайăн 80,5%/ çирĕплетме сĕнеççĕ, 2018 çулшăн — 33,7 миллиард тенкĕлĕх, 2019 çулшăн — 36,1 миллиард тенкĕлĕх. Малтанхи пекех, бюджет социаллă тĕллевлĕ пулĕ. 2017 çулта социаллă пурнăçпа куль-тура сфери валли 24671 миллион тенкĕ /бюджет расхучĕсен 70,4%/ уйăрма палăртнă: çав шутран вĕренÿ аталанăвĕ валли — 10295,3 миллион тенкĕ, сывлăх сыхлавĕ валли — 1677,7 миллион тенкĕ, культурăпа массăллă информаци хатĕрĕсем валли — 692,2 миллион тенкĕ, физкультурăпа спорт валли — 699,5 миллион тенкĕ, социаллă политика валли — 11306,3 миллион тенкĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту- илÿ министрĕ Владимир Аврелькин экономикăна аталантармалли çулсем тата хамăр тупăшсене ÿстермелли меслетсем çинчен каласа кăтартрĕ. ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина, ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков, ЧР Патшалăх Канашĕн Эксперт канашĕн секретарĕ Светлана Баранова бюджет пирĕн пурнăçпа тата чăнлăхпа тачă çыхăннине, унта социаллă обязательствăсем пирки манманнине палăртрĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ — Бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Альбина Егорова итлев умĕн халăхран тата организацисенчен килнĕ сĕнÿсене ЧР Финанс министерствинче, парламентăн профильлĕ комитечĕсенче пăхса тухса тивĕçлĕ хурав парассине пĕлтерчĕ.

Тухса калаçакансем — вĕсен йышĕнче депутатсем те, районсен администрацийĕсен представителĕ-сем те, профсоюзсен хастарĕсем те, ЯХПК ертÿçи те пулчĕç — тĕпрен илсен хăш сфера валли укçа нумайрах уйăрсан аванраххи çинче чарăнса тăчĕç. Паллах, кашниех вăл е ку тытăма патшалăх пулăшăвĕ ытларах кирлĕ тесе ĕнентерме тăрăшрĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен халăх итлевне хутшăннисем республикăн 2017- 2019 çулсенчи бюджечĕн проекчĕн концепцине ырларĕç. Парламентăн Бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитетне сĕнÿсемпе асăрхаттарусене пĕтĕмлетме, саккун проектне ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕнче пăхса тухмашкăн сĕнчĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА