Бюджет проектне тÿрлетÿсем кĕртрĕç
14 Ноября, 2015 | Экономика

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительство çуртĕнче «Чăваш Республикин 2015 çулхи республика бюджетне пайăрлатассин тĕп виçисем çинчен» ыйтупа канашлу иртрĕ. Унта ЧР ĕç тăвакакан влаç органĕсен ертÿçисем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Пĕтĕм Раççей халăх фрончĕн Чăваш Енри регион штабĕн, Общество палатин членĕсем,Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕсем хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев 2015 çулхи бюджет экономикăн кăткăс условийĕсенче пурнăçа кĕнине пĕлтерчĕ. «Эпир йывăрлăха пăхмасăрах республика бюджечĕн виçисене виççĕмĕш хут тÿрлетнĕ май пĕрлештернĕ тупăшăн суммине 359 млн тенкĕлĕх пысăклатассишĕн планлама май килет», - терĕ.

Тĕп калаçу республикăра сывлăх сыхлавĕн тытăмне лайăхлатасси, çĕнĕ шкулсем тăвасси, çынсене ишĕлес патнех çитнĕ çуртсенчен куçарасси пирки пычĕ.

Канашлăва хутшăннисем хăйсен шухăшне кĕскен пĕлтерчĕç.

Владимир ИВАНОВ, ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ: Чăваш Ен Пуçлăхĕ шкулсене модернизацилес ыйтăва çивĕч лартрĕ. Ачасене 2-мĕш сменăна çÿретес йĕркене пĕтермелле терĕ. Тĕп хулара çĕнĕ микрорайонсем çĕкленеççĕ. Вĕсенче шкулсем пулмаллах. Ялсенче çĕрĕшнĕ пĕлÿ çурчĕсем пĕтмен-ха. Хăшĕсем 50% таранах кивелнĕ.

Сергей АРТАМОНОВ, ЧР ял хуçалăх министрĕ: проектра ял хуçалăхне аталантарма 2 млрд та 900 млн тенкĕлĕх уйăрма планланă. Нумай ял хуçалăх организацийĕ укçа-тенкĕрен хĕсĕк, çĕнĕ техника, элита вăрлăх туянаймасть. Ял хуçалăхне те витĕмлĕ пулăшу кирлĕ.

Петр Краснов, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ: Михаил Игнатьев çĕнĕ шкулсем тăвас ыйтăва хускатни питĕ вырăнлă. Мускаври влаç тытăмĕсем те халĕ çакăн пирки калаçаççĕ. Комсомольски районĕнчи Чăваш Элпуçĕнче çитес çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕ вĕренÿ çурчĕ хута каймалла. Унта ĕçсем епле пынине сăнасах тăратăп.