Бюджет проекчĕ хатĕр
Вăл ку хутĕнче те социаллă тĕллевлĕскер
"Бюджета ансат мар лару-тăрура йышăнатпăр", - Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак сăмахсенчен пуçларĕ. Правительство республикăн 2015 çулхи, планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне тишкерсе ырларĕ.

Лару-тăру çăмăл маррине вара, Михаил Васильевич каланă тăрăх, çак кунсенче Сочире иртнĕ инвестици форумĕнче Раççей Правительствин премьерĕ Дмитрий Медведев, финанс, экономика аталанăвĕн министрĕсем те палăртнă, паянхи тапхăрта "социаллă мĕн пур обязательствăна тивĕçтересси йывăррине" çирĕплетнĕ. Апла пулин те Михаил Игнатьев сăмахĕ татăклă пулчĕ: "Пĕрремĕшĕнчен, пирĕн бюджет - социаллă тĕллевлĕ. Иккĕмĕшĕнчен, эпир мĕн пур обязательствăна пурнăçлăпăр".

Бюджета 15 программа çинче никĕсленĕ. Михаил Васильевич лару-тăрăва кура тăкаксене виçеллĕ тума тăрăшмалли пирки асăрхаттарчĕ: "Ку енĕпе нумай тунă. Анчах муниципалитетсенче пулнă май куратăп: çĕрпе, муниципалитетсен пурлăхĕпе тухăçлă усă курас енĕпе ыйтусем пур. Унсăр пуçне вырăнсенчи влаçсен бюджета пуянлатмалли çĕнĕ çăл куçсем шырамалла".

Республика влаçĕ хăй те кĕрĕк арки йăваласа лармĕ. ЧР Пуçлăхĕ юн кун Раççей финанс министрĕпе курнăçасси пирки пĕлтерчĕ, унпа республикăн коммерци кредитне бюджет кредичĕ çине куçарасси пирки калаçмалла. Сăмах 3 млрд тенкĕ пирки пырать, бюджет кредичĕн процент тÿлевĕ, паллах, пĕчĕкрех пулĕ. Çавăн пекех Михаил Игнатьев республикăн çитес çулхи бюджечĕн хăш-пĕр йĕркине перекетлĕ палăртнине те сăлтавларĕ: Мускав тата укçа уйăрмалла - ăна валеçнĕ май тăкаксене пысăклатма пулать.

Проектпа тĕплĕн вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. 2016, 2017 çулсем инçе-ха, çавăнпах-тăр çитес çулхи бюджет кăтартăвĕсем çинче ытларах пусăм турĕ. Унăн тупăш пайĕ кăçалхинчен 950 млн тенкĕлĕх чакать - 33,4 млрд тенке яхăн пулать. Тăкаксем 1,2 млрд тенкĕ ытла пĕчĕкленеççĕ, пĕтĕмпе - 36,8 млрд тенке яхăн. Дефицит виçи те самай пысăк - 3,4 млрд тенкĕ ытларах. Чăн та, çитес икĕ çулта вăл палăрмаллах чакмалла.

Хамăрăн тупăшсен тÿпи ÿсет, çакна Светлана Александровна НДФЛ, пурлăхран, усламран илекен налуксен калăпăшĕ пысăкланассипе сăлтавларĕ. Пайăррăн илсен 11 млрд тенкĕ ытла вĕрентÿ сферине каять. Ку - çитес çулхи бюджетăн 30% яхăн. Ытти тăкакпа пĕрле шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсемпе шкулсем тума та укçа палăртса хунă. Чăн та, вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов палăртнă тăрăх, ку енĕпе ĕç-пуç федераци укçине уйăрнинчен нумай килĕ.

Социаллă политикăна пурнăçлама 7,7 млрд тенке яхăн уйăрĕç - бюджетăн 21%. Çурт-йĕр строительствине тĕревлекен тăкаксем те курăмлă. Çав шутра - вăрçă ветеранĕсене, тăлăх ачасене хваттерсемпе тивĕçтерме, юхăннă çуртсенче пурăнакансене куçарма. Ял хуçалăхĕ валли - 784 млн тенке яхăн. Çул-йĕр фончĕн енчĕкĕ 2,6 млрд яхăн тенкĕлĕх пулĕ. Финанс министрĕ республика бюджетĕнчен муниципалитетсене паракан трансфертсем кăçалхинчен пысăкрах пуласса шантарчĕ - 12,7 млрд тенке яхăн. Çакă уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налука çĕнĕ йĕркепе валеçнипе сăлтавланĕ.

Чăн та, хăш-пĕр района кунашкал çĕнĕлĕх тивĕçтермест иккен. ЧР Пуçлăхĕ вырăнсенчи влаç представителĕсене сăмах пачĕ те - Çĕрпÿ районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов именсе тăмарĕ, хайхи налукăн районта юлакан пайĕ пысăкрах пуласса кĕтнĕччĕ терĕ. Çав укçапа мĕнле усă курассине те палăртса хунă-мĕн. Сăмахран, стадион тумалла. Светлана Енилина вара районсен хăш-пĕр тăкакне республика шайне илнĕ май ку Çĕрпÿсемшĕн уйрăмах усăллă пулнине палăртрĕ.

- Хурав тивĕçтерчĕ-и? - кăсăкланчĕ Михаил Игнатьев.

- Паллах, çук... - аптăраса ÿкмерĕ Сергей Геннадьевич.

Красноармейскисен те ÿпкелешме сăлтав пур. Райадминистраци пуçлăхĕ Андрей Шестаков Трак тăрăхĕнче "Газпром" тытăмĕнчи предприяти пуррине кура ялан унти çынсен ĕç укçи пысăк, çавна май налук та курăмлă теме хăнăхни çинчен каларĕ. Анчах шалу халь унта та пĕчĕкленнĕ-мĕн. Çавна май тупăш та сахалрах кĕрет.

Михаил Игнатьев Шупашкарта ача сачĕсем тумалли планпа интересленчĕ. "Федераци укçи пуласса шанатпăр", - пĕлтерчĕ хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов. Мускав укçа парсан 7 садик тăвасшăн, памасан - 4 кăна.

Бюджет проекчĕн тишкерĕвне вĕçленĕ май республика Пуçлăхĕ хăш-пĕр район-хула пуçлăхĕн хайхи кăмăлсăрлăхне шута илчĕ пулас: "Халĕ эсир цифрăсене пĕлетĕр. Сирĕн Финанс министерствине ÿкĕте кĕртмешкĕн вăхăт пур-ха", - терĕ. Анчах ку, паллах, укçа ытахальтен йăтăнса анма пултарассине пĕлтермест: "Кам хушма укçа кирлине аргументсемпе усă курса сăлтавласа параймасть - республика бюджетĕнчен пулăшасса кĕтни вырăнсăр", - асăрхаттарчĕ Михаил Игнатьев.

Лару ЧР Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн çитес виçĕ çуллăх бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне ырланипе вĕçленчĕ.

 

Николай КОНОВАЛОВ

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.