Бюджет 171 миллион тенкĕлĕх пысăкланать

17 Раштав, 2013

Министрсен Кабинечĕн Иван Моторин премьер ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи ларăвĕнче республикăн 2013 çулхи, планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине ырларĕç. Çапла вара çитес çул бюджечĕ 170,9 млн тенкĕлĕх пысăкланмалла.

Вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх - ял хуçалăхне пулăшмалли, çав шутра кредитсен процент виçисене субсидилемелли укçа виçи 128 млн тенке яхăн хушăнать. Çавăн пекех «Сокол» стадиона реконструкцилеме, Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн комплексне, тĕп хулари маунтинбайк центрне тума хушма укçа пулать, онкологи диспансерĕн хирурги корпусĕ валли, амăшĕн капиталне тÿлеме яракан укçа виçине ÿстерме палăртнă.

Хăш-пĕр енĕпе уйăракан укçа виçи чакать: чи малтанах федераци бюджетĕнчен кăçал уйăрнă, усă курса ĕлкĕреймен укçана каялла тавăрса памалла - 256 млн ытла тенкĕ* виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралнă май паракан тÿлев валли 32,5 млн тенкĕ сахалрах уйăрĕç.

Çавăн пекех федераци бюджетĕнчен ачасен шкулчченхи вĕрентĕвĕн 11 объекчĕ валли пăхнă 96,5 млн тенке урăх объектсене тума ярĕç. Чăн та, пăшăрханма кирлĕ мар, çав 8 объект - шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсемех.

Пĕтĕмĕшле илсен бюджетăн тупăш пайĕ 35,6 млрд тенке яхăн пулĕ - 2012 çулхинчен 7% пысăкрах. Çав шутра хамăрăн тупăшсем 7,4% ÿснĕ, каялла тавăрса памалла мар килекен виçе вара - 6,5%. Бюджет тăкакĕсем 38,4 млрд тенкĕпе танлашĕç, çак виçе те иртнĕ çулхинчен 9% пысăкрах. Бюджет дефицичĕ маларах пăхнă шайрах юлать - 2,9 млрд тенке яхăн. Патшалăх парăмĕ 10,8 млрд тенке яхăн пулать, унăн хамăрăн тупăшсемпе шайлашуллă виçи 53,7% танлашĕ, ку - çулталăк пуçламăшĕнчи виçерен 1% пĕчĕкрех, çакна Михаил Геннадьевич ырă туртăм тесе хакларĕ. Сăмахне вĕçленĕ май вăл уйăрнă укçа-тенкĕпе юлнă вăхăтра туллин усă курма чĕнсе каларĕ.

Парламент спикерĕ Юрий Попов ял хуçалăх предприятийĕсем, хушма хуçалăха аталантаракансем илнĕ кредитсене субсидилеме патшалăх енчен укçа уйăрассипе çыхăннă çивĕч ыйтупа кăсăкланчĕ. Мускав уйăрмасть тĕк, тен, ЛПХшăн республика бюджетĕнчен тÿлесе татмалла? Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх - субсидипе çыхăннă парăмсене татма тата 240-250 млн тенкĕ çитмест. Çав шутра уйрăм çынсем хушма хуçалăха аталантарма илнĕ кредитшăн тÿлемелли парăм вăхăчĕ икĕ уйăх çурă таранах. Мускав йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи парăмсене çитес çул тÿлесе татĕç. Республика шучĕпе тÿлессине вара М.Ноздряков хирĕçлерĕ: пĕрремĕшĕнчен, апла тума юрамасть, иккĕмĕшĕнчен, хамăр тÿлерĕмĕр тĕк - федерацирен укçа ыйтмалли сăлтав та пулмасть. И.Моторин пăнчă лартрĕ: «Унта РФ Ял хуçалăх министерстви тата республика уйăракан укçа шайлашăвĕ 95х5 вĕт. Калăпăр, 30х70 пулнă тăк - хамăр çине илме пултараттăмăр. Капла вара... Ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăй тĕрĕслесе тăрать, манăн шухăшăмпа, татса паратпăрах».

Обязательнăй медстрахованин территори фончĕн çитес çулхи бюджетне кăшт пĕчĕклетме йышăнни тавлаштармарĕ. Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх - укçа виçи 10,5 млн тенкĕ чакать, çакă «Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнакансенчен йышăннă заявкăсен шучĕ сахалланнипе сăлтавланнă. 74 заявкăна тивĕçтерме палăртнă, пĕтĕмпе вара 53 çынна çеç укçа панă. Шурă халатлисем ялта ĕçлесшĕн мар-им? Алла Владимировна хула йышши поселоксем çак программăна кĕменни ура хуни çинчен каларĕ. Сăмахран, çамрăксем Куславккана, Йĕпреçе, Вăрмара, çавнашкал ытти хăш-пĕр поселока ĕçлеме кайсан программăпа килĕшÿллĕн укçа илеймеççĕ - вĕсем ялсем мар. Апла пулин те «земство тухтăрĕсен» шучĕ малашне иртнĕ çулсенчи пек йышлăн хушăнасси пирки вице-премьер хăй те иккĕленчĕ: пĕлтĕр, сăмахран, 132 врач программăпа килĕшÿллĕн укçа илнĕ, çитес çул çак йыш чылай пĕчĕкрех пуласси халех паллă.

ЧР патшалăх граждан служби çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртмелли проекта ырларĕç. Вице-премьер - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов палăртнă улшăну пирки пайăррăн каласа хăварни вырăнлă: саккунра патшалăх служащийĕсен шалăвне çуллен индексацилеме йышăннине пăрахăçларĕç. Çапла вара 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен вĕсен укçи пысăкланмĕ. Çакна Раççей саккунĕпе килĕшÿллĕн тунă. «Шанатăп, тÿсеетпĕр пуль...» - шÿтлерех пĕтĕмлетрĕ Правительство пуçлăхĕ.

Николай ДМИТРИЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.