БРОНХИТРАН - ХĔРЕН ЭМЕЛĔ
Сиплевре, тĕпрен илсен, хĕрен тымарĕпе усă кураççĕ. Вăл нÿхрепре хăйăрпа хурсан лайăх упранать. Тымарне типĕтсе çăнăх пуличчен те вĕтетме пулать. Ăна кĕленче банкăна тултарса хупăлчапа тачă витмелле.
Хĕрен препарачĕсемпе шăк çулĕсем, лăймака сийсем шыçсан, подагра, ревматизм аптратсан сипленнĕ чухне усă кураççĕ.
Шăк хăмпи шыçсан /цистит/. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чĕрĕ е типĕ тымара тин вĕренĕ 1 стакан сĕте ямалла, 15 минутран сăрăхтармалла. Пĕчĕк сыпкăмсемпе пĕр кунра ĕçсе ямалла. Курс - 10 кун.
Чĕре çитменлĕхĕ аптратсан. Тин хатĕрленĕ хĕрен пăттине пылпа çурмалла хутăштармалла. Ирхи апатчен пĕр сехет маларах 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Курс - 20 кун.
Бронхит чухне. 15 сантиметр тăршшĕ вăтам виçĕ хĕрен тымарне теркăпа хырмалла. 2 лимон сĕткенĕпе хутăштармалла. Сивĕтмĕшре упрамалла, усă курас умĕн кăштах ăшăтмалла. Кунне 3-4 хут 1-ер чей кашăкĕ çимелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Асăрханăр! Хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви, хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастрит, пĕверпе пÿре чирĕсем аптратсан хĕренпе сипленме юрамасть.
Комментари хушас