Блокада ахрăмĕ
Качака тирĕнчен – яшка... Мĕн тери тутлă!
Эльза Филипповна Сидякина 1930 çулта çуралнă. Вăрçăччен унăн ашшĕне, моряка, Ленинградри пăрахут çине ĕçлеме куçарнă. 1941 çулхи июль уйăхĕнче вара кил-йышĕпе сывпуллашса фронта тухса кайнă. Хĕрачапа амăшĕ Ленинградри хваттерте пурăннă. Эльзăн асаилĕвĕ вара такама та хумхантарса куççуль кăларттарĕ.
«Çак çулхинех, августăн 3-мĕшĕнче, вунпĕр çул тултартăм. Кунран-кун çимеллисем пĕте пуçларĕç. Пурăнма йывăрлансах пырать. Акă сивĕ хĕл çитрĕ. Пушшех тертленме тытăнтăмăр. Хырăм выççи кăна мар, сивĕ те йăлтах аптăратса çитерчĕ. Пирĕн икĕ çăкăр карточки: аннен тата манăн. Мана 125, аннене 250 грамшар çăкăр лекет кунсерен. Эпир, ачасем, вăрçа пула ир çитĕнтĕмĕр. Унччен шкула пукане йăтса çÿреттĕмччĕ, халĕ вăл мана пачах та интереслентермест. Ăçта выртни те кăсăклантармасть.
Под±ездсенче тем пысăкăш йĕкехÿресем ĕрчесе кайрĕç. Хайхискерсем çынсем вăйсăрланнине туяççĕ ахăртнех, хăваласан та вырăнтан тапранмаççĕ. Куçран шăтарасла пăхса тем кĕтеççĕ. Хамăр та вĕсенчен шикленми пултăмăр.
Вут-шанкăран хĕсĕк пулнăран пÿрт варринчи буржуйкăна сĕтел-пуканпа, кравать-диванпа хутма тытăнтăмăр. Унсăрăн шăнса вилетпĕр-çке.
Килте пурăнакан пысăк та хаяр овчарка та йăвашланчĕ. Унччен çуталса тăракан куçĕсем сÿнчĕç. Сас-чÿ илтсен алăк патне чупса пырса хаяррăн вĕретчĕ пулсан, халĕ вăйсăрланчĕ. Чĕччисем юнланса пĕтрĕç, сĕчĕ тухманран çурисем йăлтах çыртса, чĕрмелесе пĕтерчĕç çав. Кайран пĕчĕкскерсем пĕрерĕн-пĕрерĕн вилсе пĕтрĕç.
Кÿршĕсем пирĕн йытта илме килчĕç. Мăйĕнчен кантрапа кăкарса илсе тухма тытăнчĕç. Анчах вăл утасшăн мар, турткалашать. Пĕрре пирĕн çине çаврăнса пăхать, тепре - ют çынсем çине. Куçĕсем шывланнине курсан чун ыратрĕ. Ара, хăйне пусассине чухлать пулас. Выльăх тавраш ун пеккине сисет теççĕ вĕт.
Пĕр кунхине урампа пынă чухне такам чĕннĕрен чарăнса тăтăм. Инçех те мар, юр çинче, вăйсăр арçын выртать.
- Ăша тахçантанпах пĕр тĕпренчĕк яман... Пулăшсам... Хăть кофе ĕçтерсем, - тилмĕрчĕ хăйăлти сассипе.
Вăй çук пулин те пÿртелле чупса кĕтĕм. Ара, çынна пулăшас килет-çке. Аннене мĕн курни-илтнине каласан, вăл та хирĕçлемерĕ. Цикорипе вĕретнĕ шыва савăта тултарса пачĕ. Çав çынна вăхăтра пулăшу парас тесе каялла васкаса тухрăм. Шел, эпĕ çитнĕ çĕре вăл пичĕпе юр çине тăрăннă. Хускалмасть те, сывламасть те. Вилнĕ. Выçăпа. Ирхине карточкăпа çăкăр кайса илетпĕр. Грампа çеç параççĕ те, мĕнех ĕнтĕ вăл? Ăшчике йĕкĕлтемелĕх çеç. Паян авă çăкăр çинĕ хыççăн çара тимĕр кравать çине канма выртрăмăр. Ара, утмалăх пĕр чĕптĕм вăй-хал юлмарĕ-çке. Тем пекех тăраниччен апат çиес килет. Анчах хăçан пулать унашкалли, юмахри пекки?
- Анне, астăватăн-и, эсĕ мĕн тери тутлă икерчĕсем пĕçереттĕн. Эх, çавăн чухне çуллă икерчĕсене тата ытларах çимелле пулнă та çав... Вăрçăччен сĕтел тулли тутлă апат-çимĕçчĕ. Кирек хăш вăхăтра та çиме пулатчĕ, халĕ урайĕнчи çăкăр тĕпренчĕкĕсене те çÿп-çаппа пĕрле пуçтаратпăр, - терĕм иртнине куç умне кăларнă май.
Анне чĕнмест, ассăн сывлать. Вăйсăррăн куçне уçкаласа хупать. Шухăш авăрне путрĕ ахăртнех.
- Анне, - тетĕп эпĕ каллех апат пирки аса илсе. - Тепре тăраниччен çăкăр çиесчĕ те... вилесчĕ.
1942 çулхи хĕллехи вăхăт. Сивĕ. Хырăм выççи те кулянтарать. Вилекен нумай. Вĕсен ÿчĕсене пуçтарса ĕлкĕрейменрен урамрах выртаççĕ.
Пире питех те йывăр пулнине атте пĕлет, анчах нимпе те пулăшма пултарайманран чунтан пăшăрханать. Пĕррехинче вăл юлташне хăй хуйхи пирки пĕлтернĕ, çемйине епле те пулин çăмăллăх тупса пама ыйтнă. Тусĕ, Рахельсон, ырă кăмăллă та çын нушине ăнланаканскер мана завода вырнаçтарчĕ. Эпĕ цехра турпассем пуçтаратăп. Урăх карточка туса пачĕç. Ĕнтĕ унчченхи пек 125 грамм мар, 400 грамм çăкăр лекме тытăнчĕ мана. Çакă пирĕншĕн калама çук пысăк пуянлăх пулса тăчĕ.
Çăкăрне вара хутпа чĕркенĕскер, хуп-хура... Апла пулин те тутлă... Пĕррехинче апат-çимĕç упранакан элеватора сирпĕтнĕ тенине илтрĕм. Ара, хăшĕ-пĕри каланă тăрăх унта çимеллисем тупма пулать. Эпĕ те çула пуçтарăнтăм, çитсе килме - ултă çухрăм. Хырăм выççи тем те тутарать вĕт. Çурма çулта нимĕçсем пеме тытăнчĕç. Хăрамарăм. Пĕтĕм вăя пуçтарса элеватор патне хырăмпа шуса çитрĕмех. Темех çук, çапах качака тирĕпе çуннă ясмăк кăштах тупрăм. Пĕр вăхăт çаксенчен яшка пĕçерсе çикелесе пурăнтăмăр. Ай, мĕн тери тутлă!
1943 çулхи март уйăхĕнче анне вырăн çинчен тăрайми пулчĕ. Аттен тусĕ, Рахельсон, каллех пирĕн пата килчĕ. Эвакуаци пирки калаçрĕ, темĕнле хутсем парса хăварчĕ. Пуçтарăнма хушрĕ.
Вăйсăр анне вырăн çинчен нушаллă тăчĕ, кирлĕрех тата аванрах япаласене пуçтарма тытăнчĕ. Ара, вăрçăччен атте моряк пулнă-çке. Лайăх ĕçлесе илнĕ, çавăнпа килте хаклă йышши япаласем те кăшт пур пирĕн.
Йăлтах халран кайнă аннене вокзала çити, япаласемпе пĕрле, виçĕ сехет туртса кайрăм. Пирĕн умрах, Ладога кÿллинче эвакуаци çыннисемпе пĕр машина пăр айне самантрах анса кайрĕ. Нихăшĕ те пулăшу ыйтса кăшкăрса ĕлкĕреймерĕ.
Мана пĕр çын шеллесе шоколад тыттарчĕ. Анне ăна самантрах туртса илчĕ.
- Уй, тем курса ларасси пур. Выçă хырăмпа кун пеккине çиме юрамасть, - терĕ ман çине пăхса.
Унăн сăмахĕсем тĕрĕс пулнине пĕлетĕп-ха, анчах çиес килет-çке. Авă, эвакуаци çыннисене, выçăскерсене, ырă кăмăллă çынсем çуллă яшка çитернипе мĕн чухлĕн вилнине калаççĕ. Сасартăк çапла нихăçан курманла çимелле мар иккен.
Тавар турттаракан пуйăс çине лартăмăр. Вакунра вăтăрăн. Кубане çитсен пире тĕрлĕ çемьене вырнаçтарма тытăнчĕç. Хуçа хĕрарăмĕ, аннен хаклă япаласем пулнине пĕлнĕскер, усал шухăш тытнă. Анне çывăрса кайсан ăна кÿршĕ хĕрарăмĕпе пăвса вĕлерме шухăшланă. Вĕсен калаçăвне эпир аннепе ăнсăртран илтрĕмĕр. Хăраса ÿкрĕмĕр. Çар çыннисем патне каялла чупса кайрăм та хăйсемпе пĕрле илсе кайма тилмĕртĕм. Мана ăнчĕ, эпĕ вĕсене ÿкĕте кĕртме пултартăмах.
Махачкалара пултăмăр, кайран - Тутарстанра... Унта пире атте тупрĕ. Ăна эпĕ тÿрех палласа та илеймерĕм... Вăл пире Мускава, кăштахран Ленинграда илсе кайрĕ. Вăхăт иртсен вăл каллех фронта тухса кайрĕ. Эпир хуларах юлтăмăр.
Блокадăна асанне чăтса ирттереймерĕ. Вăрçăра вара аттен икĕ пиччĕшĕ те пуçĕсене хунă. Заводра электрикра ĕçлекен Павел хăй пурнăçне шеллемесĕр карапа çăлса хăварнă. Доксенчен пĕринче çунтармалли-сĕрмелли материалсем çунма пуçласан самантрах ăна хăй ÿчĕпе хупласа сÿнтернĕ. Инкекрен çăлса хăварнă карапа, анчах хăй вăйлă пиçсе кайнă. Тепĕр тăхăр кунтан унăн куçĕсем ĕмĕрлĕхех хупăннă... Иккĕмĕш пиччĕшĕ Львов çывăхĕнчи хĕрÿ çапăçура танкра çунса кайнă.
Çакăн хыççăн вăрçă çинчен пĕр фильма та куççульсĕр пăхаймастăп е тепĕр чухне пачах та пы-мастăп телевизор патне. Иртни паянхи кун та чуна ыраттарнăран... Блокадăччен пирĕн çуртра 88 çын пурăннă пулсан, хыççăн 3-ĕн çеç юлтăмăр. Хăрушă!»
Аттеçĕм, таврари илемлĕхе урăх кураймастăп çав...
Ленинградра пурăнакан ачасем, выçăпа та сивĕпе аптăраса çитнĕскерсем кунран-кун начарланнă, утма вăй-халĕсем те юлман. Хăрушă вăрçă вĕсене чĕмсĕрлетнĕ, пурнăç тути-масине ир туйма вĕрентнĕ. Хăшĕ-пĕри хăй мĕн ятлине те калама пултарайман. Вăйсăрланнине, йывăрланнине кура вилĕм çывхарса çитнине чунпа туйнă ним айăпсăрскерсем. Вунвиççĕри Ленинград хĕрачи, Таня Богданова, ашшĕ патне çырнă йĕркесенче те çакă уçăмлăн палăрать.
«Аттеçĕм, питĕ чирлетĕп... Паян е ыран вилĕм алăкран шаккасса кĕтсех выртатăп. Эпĕ сирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайсан, тархасшăн, никама та айăп ан тăвăр. Пурнăçăн тумхахлă сукмакĕпе хам тĕрĕс мартарах утрăм пулас. Хăш чухне анне ăса вĕрентсе каланине ăша хывмарăм ахăртнех. Аттеçĕм, сана пĕр кунхине: «Санăн хĕрÿ ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă», - тесе усал хыпар пĕлтерекен тупăнатех. Эсĕ шăлна çырт... чăт та тÿс. Куççуль ан кăлар. Эпĕ пĕрех чĕрĕлсе тăраймăп. Эх, атте... Тĕрĕссипе, пĕрре те вилес килмест... Анчах шăпаран иртеймĕн. Мана сыватассишĕн анне мĕн чухлĕ тăрмашмарĕ-ши? «Хĕрĕм, сана ура çине тăратассишĕн тем те тăвăп, пурнăçа пама та хатĕр», - терĕ. Хăй çиес апата вĕçĕмсĕр мана пачĕ. Самайланаймарăм. Анне ĕмĕтленнĕ пек пулаймарĕ. Чир тата выçлăх пирĕнтен вăйлăрах иккен. Нимĕнле те парăнтараймарăмăр вĕсене.
Аттеçĕм, эпĕ апрельте чирлерĕм. Ун чухне урамра мĕн тери аванччĕ, хитреччĕ! Ыттисем пек çутçанталăк илемĕнче киленсе çÿрейменрен мĕн чухлĕ чĕтренсе макăрмарăм-ши? Тепĕр чухне пĕтĕм вăя пухаттăм та тăрса ларма хăтланаттăм. Çук, ниепле те вăй çитместчĕ. Каялла вырăн çине лаках выртаттăм. Эх, умри сак çине те пулин хам тĕллĕн тухас килетчĕ те çав... Ÿт-пĕвĕм хама итлеместчĕ. Аннене пысăк тав! Вăл маншăн мĕн тери тăрăшрĕ, асапланчĕ, куççуль кăларчĕ. Кăшт та пулин савăнăç парнелес тесе ăшă тăхăнтартса картише хĕвел çине илсе тухатчĕ. Лараттăм вара кайăк чĕппи пек унталла-кунталла пăхкаласа. Сасартăк хам утайманни çинчен аса илеттĕм те чĕре тÿсмелле мар ыратса нăйлатчĕ.
Аттеçĕм, маншăн пĕрре те ан кулян... Хамăн вилес килмест те çав... Пурăнас та, пурăнас килет. Çитменнине кĕçех илĕртÿллĕ çулла çитет. Хĕвел те хитрен пăхĕ, кайăкĕсем те чуна тыткăнламалла юрă шăрантарĕç. Тавралăхĕ те куç умĕнчех симĕсленĕ. Таврари илемлĕхе, атте, эпĕ урăхран кураймастăп вĕт.
Çак йĕркесене çырнă чухне те авă куçăмран куççуль шăпăртатать, алăсем чĕтреççĕ. Пурăнас килнĕренех макăратăп. Çак вăхăтра тăна çухатас марччĕ тесе ларатăп. Анчах пĕлетĕп, тăна эпĕ паян е ыран яланлăхах çухататăп...
Хальлĕхе ним çинчен те шухăшлас килмест. Шухăшсене вăйпах аяккалла сирсе ярас килет, анчах вĕсем манран хăпмаççĕ иккен. Çумрах йăшăлтатса çÿреççĕ.
Аттеçĕм, тепĕр хутчен йăлăнса ыйтатăп, эп вилнишĕн ан кулян. Аннепе аппасене, шăллăмсене тав. Вĕсем маншăн мĕн тери тăрăшрĕç-çке. Ман умран хăпма та пĕлмерĕç, анчах... эпĕ ура çине тăраймарăм...»
Богданов салтак фронтран таврăнсан пилĕк ачи те выçăпа вилнине пĕлнĕ. Пĕлнĕ те... куçĕ куççульпе тулнă, чышкисем чăмăртаннă. Ирсĕр нимĕçсене чунтан ылханнă...
Элиза ВАЛАНС
Комментари хушас