Блогерсемпе куçа-куçăн

13 Çурла, 2015

Августăн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев блогерсемпе тата общество ĕçченĕсемпе курнăçнă. Тĕлпулу официаллă мар лару-тăрура Шупашкар районĕнчи "Лагуна-М" кану базинче иртнĕ.

Блогерсем хăйсен территорисене аталантармалли проекчĕсемпе паллаштарнă. Вĕсем библиотекăсенче ачасен кану пÿлĕмĕсене, хулари урамсенче медиалабораторисем, уçă чăваш лекторине, граждансен çутĕç шкулне, хулари урбанистика центрне уçассипе, ытти ыйтупа çыхăннă.

Сĕнÿсене итленĕ хыççăн Михаил Игнатьев блогерсене малашне республика пурнăçне хастартарах хутшăнма суннă, аталану ориентирĕсене, çав шутра хулари пурнăçа лайăхлатас, сывă пурнăç йĕркине тата сывă апатланăва пропагандăлас ыйтусене пĕрле сÿтсе явни пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. Вăл малашлăхлă проектсене хăй енчен май пур таран пулăшма шантарнă.

Унтан Михаил Игнатьев блогерсен йышлă ыйтăвне хуравланă.

К.ВОЛКОВ

Автор: