Биотĕрлĕлĕхре пысăк çухату курăнмарĕ

7 Юпа, 2014

ЧР Çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕсен дирекцийĕ 2004 çултанпа республика хăйĕн хÿттине илнĕ тата патшалăх пăхса тăма палăртакан лаптăксен биотĕрлĕлĕхне тĕпчеме ăсчахсен ушкăнне экспедицие ярать.

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви кăçал ăна районсене ертсе кайма биологи ăслăлăхĕсен докторне Леонид Воронова шанчĕ. Çул çÿреве биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсене Маргарита Гафуровăпа Надежда Смирновăна явăçтартăмăр. Тĕпчеве эпĕ те хутшăнтăм.

Малтан Çĕмĕрле районĕнчи Мăн хырлăх торф шурлăхне тишкертĕмĕр. Вăл 1981 çултанпа - çут çанталăкăн республика шайĕнчи палăкĕ, 47,7 гектар йышăнать, Çĕмĕрле вăрманлăхĕн Улхаш уйрăмне кĕрет. Палăка путлăх биогеоценозне упрас, сайра тĕл пулакан ÿсен-тăрана хÿтĕлес, сунар объекчĕ шутланакан чĕр чуна ĕрчеме май тăвас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Кунта биогеоценоз пĕрлĕхне сиен кÿрекен ĕç тума, торф кăларма, ÿсен-тăрана тăпăлтарма, çулма юрамасть. Йÿçлĕх Вырăс Улхаш ялĕнчен инçе мар пулин те çынсем йышлăн кĕрсе çÿремеççĕ. Çавăнпа вăл мана çут çанталăк кÿрекен тасалăхĕпе, илемĕпе тĕлĕнтерчĕ. Эпĕ кайăк-кĕшĕк тĕсне, кашни тăваткал çухрăмри вăл е ку тĕс хисепне шутлама тĕллев лартрăм. Халĕччен шурлăхра чĕп кăларакансемпе никам та кăсăкланман. Вĕсен йышĕпе тĕсĕ еплерех улшăнни пирки пĕтĕмлетÿ тума иртерех.

Çĕмĕрле районĕнчи тепĕр путлăхра пултăмăр. Ĕлĕк кунтан та торф кăларнă. Çывăхранах Пăрачкав - Çĕмĕрле автоçул иртет. Çавăнпа «Çулсен хушшинчи шурлăх» тесе ят панă. Унăн тепĕр енĕпе те, темиçе çухрăмра, çул иртет. Йÿçлĕх 6,3 гектар. Çут çанталăкăн ку палăкне те биогеоценоза, сайра тĕл пулакан ÿсен-тăрана упрас тĕллевпе çирĕплетнĕ. Вăл - Дубовка поселокĕпе Вырăс Улхашĕ ялĕ хушшинче. Çулла çумăр сахал çурĕ. Çавăнпа икĕ шурлăхра та шыв типнĕччĕ. Вĕсем атмосферăран нÿрĕк лайăх ÿксен çеç шывлă. Кунта çĕр айĕнчен е çырмаран тапакан çăл куç çук.

Улатăр районĕнчи Явлей ĕшнине те çитрĕмĕр. Унтан та республика шайĕнчи çут çанталăк палăкĕ тума йышăннă. Улатăр вăрманлăхне кĕрет. 225 гектар лаптăкра 1,2, 1,6 тата 0,7 гектар йышăнакан виçĕ кÿлĕ. Вĕсем ăшăхланнă, вĕсене чăтлăх-вĕтлĕх хупăрланă. Кĕреш юмансем çитĕнеççĕ. Палăка шăпах вĕсене хÿтĕлеме, вăрманта нÿрĕк тытма никĕсленĕ.

Элĕк районĕнчи Тени кÿлли хăйĕн тасалăхĕпе Çĕмĕрле тăрăхĕнчи шурлăхсемпе танлашманнине тÿрех асăрхарăмăр. Йĕри-тавра йăлари хытă каяш сапаланса выртатчĕ. Ку ыйтупа Тени ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе калаçрăм. «Кÿлĕ таврашĕнчи ăпăр-тапăра пуçтарса тиесе ятăмăр», - тесе пĕлтерчĕ каярахпа пуçлăх.

Шыв хĕррине Йăранартан, ытти ялтан çынсем канма, пулă тытма пыраççĕ. Хăшĕ-пĕри çыран хĕррине кăнăш-канăш хăварать. Кÿлĕ шывĕ тулли, тарăнăшĕ 8,8 метр. Унăн путăкĕ çĕр сийĕнчи тăвар тăрăхĕ ирĕлнĕ эрăрах пулса кайнă. Вăхăт иртнĕçемĕн унта шыв тулнă. Кун пек кÿлĕ Чăваш Енре пиллĕк çеç.

М.Гафуровăпа Н.Смирнова ăсчахсем кашни объектрах ÿсен-тăранпа хурт-кăпшанкă тĕсĕсене тĕпчерĕç. Хамăр пуçтарнă материалсене çывăх вăхăтра пĕтĕмлетсе ăслăлăх ĕçĕ çыратпăр. Ăна хак пама ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине çитерĕпĕр.

Владимир ЯКОВЛЕВ,

ЧР çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан

территорийĕсен дирекцийĕн ертÿçи

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.