Библиотекарьсем те фотоаппаратпа туслă
Çĕрпÿри тĕп библиотекăра «Вулавăш тата кĕнеке кадрта» сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлнă. Ăна «Тăван тăрăх - Раççейĕн пĕр пайĕ» район конкурсĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ, Культура çулталăкне халалланă.
Пултарулăх ăмăртăвне районти библиотекăсен ĕçченĕсем хутшăнаççĕ. Экспозицире - Тавăшкасси, Çырмапуç, Конар, Виçикасси библиотекарĕсен ĕçĕсем. Сăн ÿкерчĕксенче - кĕнеке вулама уйрăмах кăмăллакансен, «чун çимĕçĕпе» çыхăннă интереслĕ мероприяти саманчĕсем. Кĕнеке тусĕсен йышăнче ватти те, вĕтти те пур. Хăйне евĕр конкурс çĕнтерÿçине те вулакансемех палăртĕç.