Библиокаç

22 Ака, 2016

Чăваш наци библиотеки çурхи уявсенчен пĕрне — "Библиокаç-2016" мероприятие — кĕтсе илме хатĕрленет. Вăл ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртĕ тата ăна Наци библиотекине йĕркеленĕренпе 145 çул çитнине, çавăн пекех Раççей Кино çулталăкне халалланă.

Мероприятие çулленех çÿллĕ шайра ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал тата хăватлăрах пуласса шантараççĕ. Библиотека хăнисем валли çак кун 40 яхăн лапам ĕçлĕ.

Каçхине, ултă сехетре, "Чăваш кĕнеки" центрта "Манăн библиотека" ятпа асаилÿсен каçĕ уçăлĕ. Унта библиотека ветеранĕсене, вулакансене кĕтеççĕ.

Çав вăхăтрах ытти вырăнта темиçе тĕлпулу, литература енĕпе ăмăртусем иртĕç. "Литература геройĕ" кастинг та сăмах ăстисене килĕшессе шанаççĕ.

Çĕнĕ кĕнекесен залĕнче "Алă çырăвĕнчен пуçласа электронли таран", курав залĕнче "XIX ĕмĕрти маскарад тумĕ", "Кĕмĕл ĕмĕр" галерейăра Чăваш Енпе Тутарстан художникĕсен куравĕсем ĕçлĕç. Пĕрремĕш хутри фойене "Библиотека кун-çулĕ — сăнсенче" фотокурав илем кÿрĕ.

Н.СМИРНОВА.

 

Рубрика: 
Автор: