Беларуç автобусĕсем илсе çÿрĕç

28 Чÿк, 2018

Чăваш Ене Беларуç Республикин промышленноç министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Геннадий Свидерский ертсе пыракан делегаци килни çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Шупашкара пĕр вăхăталлах Минск автозаводра туса кăларнă вĕр çĕнĕ 10 автобус та çитнĕ. Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Анне» палăк умĕнчи тÿремре çак сăлтавпа савăнăçлă уяв иртрĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата сумлă хăна Геннадий Свидерский автобус водителĕсене уçăсем пачĕç.

Михаил Васильевич Раççейпе Беларуç хушшинчи çыхăнусем çултан-çул çирĕпленсе пынине, туслă хутшăнусем йĕркелессишĕн Владимир Путинпа Александр Лукашенко Президентсем нумай вăй хунине палăртрĕ.

Эпир вăл хутшăнусене пысăка хурса хаклатпăр, — терĕ Михаил Игнатьев. — 2015 çулта Беларуç Президенчĕ Александр Григорьевич Лукашенко мана тата Чăваш Ен делегацийĕне тараватлăн йышăнни асрах-ха. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи çулĕнчех тăванла халăх çĕрĕ çинче тăшманпа çапăçса 15 пин ытла чăваш салтакĕ пуç хунă. Çакна эпир манма пултараймастпăр. Делегаци паян Çĕнтерÿ паркĕнче чĕрĕ чечексем хучĕ.

Раштавăн 1-мĕшĕнче транспорт реформи вăя кĕрет. Вăл пурнăçа кĕнĕшĕн, ахăртнех, пирĕн хăнасем те савăнаççĕ. Хула халăхĕ ÿлĕмрен хăтлă автобуссемпе çÿрĕ.

10 автобус — пĕлтерĕшлĕ ĕçĕн пуçламăшĕ кăна-ха, — терĕ Геннадий Свидерский. — Малашне вĕсем татах та пулĕç. Паян Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче 2 класс уçрăмăр. Студентсем Брянскра туса хатĕрленĕ комбайнсене, тракторсене алла илме вĕренĕç.

Çитес çул Беларуç Республикине тăшманран ирĕке кăларнăранпа 75 çул çитет. Михаил Васильевич тĕрĕс палăртрĕ. Пирĕн çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн чăвашсем те харсăррăн çапăçнă. Юбилей медалĕпе вĕсене те чыслатпăрах. Пирĕн халăх сирĕнпе туслă пурăнасшăн.

Автобуссене «Крокус—авто» тулли мар яваплă общество туяннă. Унăн генеральнăй директорĕ Виталий Дубиков шанчăклă та зффективлă двигательлĕ транспорт 72 пассажир илсе çÿреме пултарнине, çулталăк вĕçлениччен автопарка тата 60 автобус килсе çитессе пĕлтерчĕ.

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Рубрика: 

Комментари хушас