Байдаркăпа - Каспи тинĕсне çити

14 Чÿк, 2019

Роман Андреева Джек Лондонăн кĕнекисем яланах пысăк хавхалану кÿнĕ. «Морской волк» юратнă хайлавĕнчи пек пĕччен çул çÿреве тухса мĕн пур йывăрлăха çĕнме ĕмĕтленнĕ. Яшăн шухăшĕпе хăюллă пулни мар, шикленĕве парăнтарма пĕлни пĕлтерĕшлĕрех.

Вĕри яшкашăн тунсăхланă
Тăватă стена хушшинче вăхăта ирттересси уншăн нушапа тан. Ирĕклĕхе кăмăллакан Роман иртнĕ уйăх вĕçĕнче çеç хăйне евĕр çул çÿреврен таврăннă. Каччă 127 кун Атăл çинче ирттернĕ, байдаркăпа Каспи тинĕсĕ таран ишсе çитнĕ... Ну, ăна пĕр-икĕ сăмахпа çеç каласа кăтартаймăн, çавăнпа меллĕрех вырнаçса вулама сĕнетĕп. Пирĕншĕн, экстремаллă çул çÿревсене хăнăхман çынсемшĕн, ку тискер пек туйăнать.
Шупашкарта çуралса ÿснĕ Романа Джек Лондон çеç çула тухма хĕтĕртмен, ашшĕ ăна тăтăш Мари Эла илсе çÿренĕ. Хыр вăрманĕсемпе çутă кÿлĕсем, ытарайми тавралăх арçын ачан чунне кашнин-чех тыткăнланă. Çитĕнерехпе хăй тĕллĕн е ушкăнпа çурăм хыçне тушенкăпа кĕрпе тултарнă кутамкка çакса, палатка йăтса похода каймашкăн шухăш тĕвĕленнĕ. Чăваш чĕлхине вĕренмелли çуллахи «Хавал» шкулта Никита Тĕнче çул çÿревçĕпе ăнсăртран паллашнă хыççăн тавра курăмĕ палăрмал-ла улшăннă 22 çулти Ромăн. Никита пĕччен çула тухмашкăн мĕн кирлине, мĕнле хатĕрленмеллине каласа кăтартнине вăл çăвар карса итленĕ, йăлт ăса хывнă. Çирĕп план куç умне тухнă. «Хавал» смени вĕçленнĕ кунхине хăпартланнă каччă килне автобуспа мар, автостоп мелĕпе çитнĕ. «Пĕчĕк çул çÿреве тухма хатĕрлентĕм — велосипедпа Мари Эла. Йошкар-Ола, Чикме хулисенче пулса пилĕк кунран киле таврăнтăм. Ку аппетита вăратрĕ çеç, кăсăклăх вăйланчĕ. 2016 çулта Тутарстан, Удмурт республикисенче, Киров облаçĕнче пултăм. Çулталăкран инçе çула тухрăм — икĕ кустăрмаллă транспортпа вунă уйăхлăха урăх çĕршыва кайрăм. Грузи, Турци, Азербайджан, Казах-стан... çĕрĕсем çинче пулса куртăм. Ун чухне укçа та пĕрле сахал илнĕччĕ, апат-çимĕç те. Мăйăрпа типĕтнĕ улма-çырла хушса сĕлĕ пăттипе кашни кун сăйланнă. Вĕри яшкашăн, какайшăн, пельменьшĕн тунсăхларăм. Пур-çук укçа часах пĕтсе çитрĕ. Эпĕ çул çÿрев пирки видеосем ÿкерсе интернетра вырнаçтараттăм, ман пурнăçпа кăсăкланакансем укçан пулăшрĕç. Çул çÿрев кĕркунне-хĕлле пулнăран тепĕр чухне палаткăра çывăрма май çукчĕ, сивĕ вĕт. Чиркÿсенче çĕр каçаттăм. Пурнăç опычĕ пулчĕ ку çул çÿрев. Пĕрремĕш утăмсем тунă чухне ялан çăмăл мар, вăхăтран лару-тăрăва хăнăхатăн», — каласа кăтартрĕ 28 çулти Роман Андреев.
Çул çинче усал шухăшлисен е чĕр чунсен тĕлне пырса тухас хăрушлăх пурри те йĕкĕте вырăна лартайман. Хăйне хÿтĕлемелли хатĕрсĕр çÿрекенскере пĕр хулара пĕлĕшĕ пăрăçлă баллончик парнеленĕ. Телее, çул çÿрев ăнăçлă иртнĕ. Тискер пĕр чĕр чун та уйра лартнă палаткăпа кăсăкланман. Вĕсем Роман куçĕ тĕлне темиçе çеç пулнă, вăл та пулин — заповедникре.
Вунă уйăха тăсăлнă çул çÿрев яша çав тери хавхалантарнă. Шупашкара таврăннă чухнех тĕллев палăртнă: пултарулăх енĕпе ĕçлемелле. Яшăн ку тĕлĕшпе туртăм пур. Графика ÿкерчĕкĕсем ÿкернĕскер акрил тата çуллă сăрăсемпе усă курма пуçланă. Пĕрремĕш ÿкерчĕк — Иосиф Дмитриев-Трер режиссер портречĕ. Мĕншĕн шăпах ăна суйланă? «Иосиф Александровичпа «Хавал» шкулĕнче паллашрăмăр та вăл маншăн вĕрентекен пулса тăчĕ. Эпир искусство пирки нумай калаçнă. Вăл çут тĕнчерен уйрăличчен портрета парнелесе ĕлкĕрнĕшĕн чун савăнать, эпĕ вăл чирлине пĕлмен... Картина Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче вырăн тупрĕ. Кăштахран Никита Тĕнчен сăнне ÿкертĕм», — малалла тăсрĕ калаçăва каччă.
Хумсемпе 5 сехет кĕрешнĕ
Велосипедпа тĕнче курса килсен Роман Атăл тăрăх çула тухасси пирки шухăшлама пуçланă. Чи малтан мĕн кирлĕ? Кимĕ! Ăна туянмалла-çке. Çул çÿреве тухмашкăнах яш ĕçе вырнаçнă, алла кăштах укçа кĕрсенех байдаркăпа ытти хăш-пĕр хатĕр-хĕтĕре туяннă. Пурĕ 29 пин тенкĕ тăкакланнă. Юхан шыв çинче темиçе уйăх ирттересси шÿт мар-çке. Роман тĕплĕн хатĕрленнĕ: хĕвел батарейи, кĕрпе тавраш, консерв, типĕтнĕ улма- çырла, палаткăпа çывăрмалли михĕ, улăштармалли тумтир илнĕ. Апат-çимĕç — икĕ эрнелĕх. Чăваш ялавне те пĕрле илме манман.
Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ. Çул çÿревĕн пĕрремĕш кунĕ. Романа «Чăваш çул çÿревçи» пĕрлĕх хастарĕсем ăсатнă. Атăл çинчи малтанхи кунсем аванах, лăпкă иртни яша савăнтарнă. Хусанта çил урăх енне вĕрнĕрен байдаркăна итлеттерме кăткăсланнă, кĕсменпе мĕн пур вăйран ĕçлеме тивнĕ. Ниме пăхмасăр çухрăм хыççăн çухрăм парăнтарнă. Алă мышцисем, çан-çурăм ыратнă. Тепĕр чухне çанталăка пула çула малалла тăсайман. Тусĕ сĕннипе Роман Жигули тăвĕсем çинче парăс та çĕленĕ. Кашни кун мĕнле иртнине çĕр-çĕр çын сăнаса тăнă — каччă соцсете видео тата сăн ÿкерчĕкпе пуянлатсах тăнă. Астраханьте палламан йĕкĕтпе пике çыран хĕрринче тăракан Романа сывлăх суннă, хăнана йыхравланă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.