Банксем аталанăва пулăшма тивĕç

9 Авăн, 2015

Ятарласах çапла палăртнă пуль - республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика канашĕ çумĕнчи Банкирсен канашĕн анлă ларăвĕ ĕнер, Финансист кунĕнче, иртрĕ. Çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та хăйĕн сăмахне Правительство çуртĕнчи зала пухăннă банкирсене професси уявĕ ячĕпе саламланинчен пуçларĕ. Çапах калаçу праçник тавра кăна пулмарĕ.

Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - шăпах банк сферин ĕçченĕсем çĕршыв экономикинчи, укçа-тенкĕпе çыхăннă лару-тăру улшăнăвĕн туртăмĕсене чи малтан туяççĕ. Çавăнпа та финанс сферинче профессионалсенчен питĕ нумай килет. Паянхи ансат мар лару-тăрура çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Тепĕр енчен, банксен ĕçĕ паян кашни çынна, кашни çемьене пырса тивет - банксен пĕлтерĕшĕ пушшех пысăкланать.

Паянхи кун республикăра 54 банк ĕçлет, пĕтĕмпе вара вĕсен сетьне Чăваш Енре 387 кредит учрежденийĕ кĕрет. Çав шутра - ытти регионти кредит организацийĕсен кунти филиалĕсем, операци кассисем, хушма офиссем те. Çавна май республика ертÿçи иккĕленмест: Чăваш Енре çак сферăра конкурентлă лару-тăру йĕркеленнĕ.

Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри кредит портфелĕн пĕтĕмĕшле виçи 167,4 млрд тенкĕпе танлашнă. Юридици вăйĕнчи тытăмсене панă кредитсен калăпăшĕ - 92,1 млрд тенкĕ, çак виçен виççĕмĕш пайĕ - пĕчĕк бизнес субћекчĕсен тÿпи. Михаил Игнатьев пытармасть: финанспа экономика лару-тăрăвĕ кăткăс, çынсем, организацисем тавар туянасси чакни куçкĕрет. Çапах çак лару-тăрура та производствăна çĕнетнĕ, инноваци çулĕ çине тăнă предприятисем продукци туса кăларассине чакарманни савăнтарать. Бизнес пурпĕр аталанать, çакна банксем кăçал пĕчĕк бизнеса çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан 11: ытларах кредит пани те çирĕплетет.

Предприятисен хăйсен укçи çитмен чухнехи условисенче инвестици проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе шăпах банк капиталне явăçтарни вырăнлă. Ку енĕпе çивĕчлĕх çук пулас. Хальхи вăхăтра республика территорийĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ 150 яхăн инвестици проекчĕ пурнăçланать - пĕтĕмпе 222 млрд тенкĕлĕх. Патшалăх кредитсене субсидилени те - пысăк тĕрев, çакă кивçен укçана йÿнетме пулăшать. Çапах кредитсем тĕлĕшпе банксенчен кĕтекен пулăшу çитес çулсенче тата пысăкрах пуласси те иккĕленÿсĕр. «Пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистральне тăвассине шута илсен эпир çитес çулсенче 250 млрд тенкĕрен кая мар инвестици явăçтарма палăртатпăр», - пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. Паллах, вырăнти банксем, кредит учрежденийĕсен филиалĕсем çакăн пысăкăш капиталпа тивĕçтереймĕç, апла-тăк республика тулашĕнчи инвесторсен укçи те Чăваш Ене килмелле.

Михаил Игнатьев республикăра бизнеса аталантарма тивĕçлĕ условисем йĕркеленине пайăррăн палăртрĕ. Ку - унăн хаклавĕ кăна мар, çакна тĕрлĕ шайри экспертсем тĕпчевсем ирттерсе çирĕплетнĕ, тивĕçлĕ рейтингра Чăваш Ен малтисен шутĕнче. Эппин, финансистсен бизнеса тĕревлесе çак туртăма упраса хăварма кăна мар, малалла аталантарма пулăшмалла.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн шухăшĕпе - халăх банксене ытларах шанма тытăнни те палăрать. Вăл «халăхăн укçа пур» тенипе тавлашма та пулать-тĕр, анчах унăн çак шухăшĕ «маччаран илнĕскер» пулманни те куçкĕрет. Михаил Васильевич пĕлтернĕ тăрăх - халăхăн банксенчи депозит вклачĕсен пĕтĕмĕшле виçи 84,5 млрд тенкĕпе танлашнă, çакă 2014 çул кăтартăвĕсем тăрăх палăртнă виçерен 14: яхăн пысăкрах - 10 млрд тенкĕ хушăннă. Эпир вара Чăваш Енре пурăнакансем чухăн теме хăнăхнă...

Ларăва финанс тата экономика аталанăвĕн министрĕсем, укçа-тенкĕпе çыхăннă лару-тăрăва витĕм кÿрекен тĕп банксен тата пысăк предприятисен ертÿçисем хутшăннине кура журналистсем çивĕч калаçу пуласса кĕтсе хавхаланнăччĕ. Çапла пулчĕ-тĕр, анчах - хупă алăксен хыçĕнче. Банксен кăçалхи январь-июль уйăхĕсенчи ĕç-хĕлне, бюджет банк секторне пулăшма мĕнле хутшăннине, кредит организацийĕсем экономикăна мĕнле пулăшнине пухăннисем массăллă инфомаци хатĕрĕсен представителĕсемсĕр сÿтсе яврĕç.

Николай КОНОВАЛОВ

Рубрика: