Балет фестивальне чĕнеççĕ

17 Пуш, 2016

Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче XX балет фестивалĕ уçăлĕ. Вăл акан 4-мĕшĕччен пулĕ. Çак тапхăрта артистсем куракансене тĕрлĕ постановкăпа савăнтарĕç. Фестиваль П.Чайковскин “Спящая красавица” балечĕпе пуçланĕ.

Акан 1-мĕшĕнче театр сцени çине Э.Сапаев ячĕллĕ Мари патшалăх оперăпа балет театрĕн артисчĕсем тухĕç. Хальхинче кÿршĕ регионтан килнĕ хăнасем “Мастер и Маргарита” спектакльпе савăнтарĕç. Вăл нумаях пулмасть çеç куракансем патне çитнĕ. Тепĕр кунхине Мускаври “Новый балет” театрĕн артисчĕсен “Зимняя роза” спектаклĕпе киленме май пулĕ. Санкт-Петербургри Константин Кейхель лартнă постановка модернпа классика ташшин илемлĕ çыхăнăвĕпе тĕлĕнтерĕ. Акан 3-мĕшĕнче гала-концерт иртĕ, сцена çине балет çăлтăрĕсем тухĕç: Мускаври Пысăк театрăн артистки Диана Косырева, Мариинка театрĕн артисчĕсем Екатерина Осмолкинăпа Алексей Попов, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕсем Александра Тимофеевăпа Михаил Мартынюк, Питĕрти Михайлов театрĕн артисчĕсем Антон Плоомпа Александр Омар, Санкт-Петербургри Олеся Гапиенко. Куракансене “Великий мир Анны Павловой” балета та чĕнеççĕ. Вăл акан 4-мĕшĕнче пулĕ. Ăна паллă балеринăна Анна Павловăна халаллĕç. Пĕрремĕш пайĕнче — пĕр актлă “Видение Розы” постановкăна, иккĕмĕшĕнче — Анна Павлова хутшăннă номерсене кăтартĕç. Унсăр пуçне кашни каçах фойере Владимир Чиркин фотографăн “Балет. Город Чебоксары” куравĕпе паллашма май пулĕ.

Рубрика: