Айăпсăр айăплă-и?

«Хисеплĕ «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакцийĕ!

Пĕлтĕрхи утă уйăхĕнче пирĕн çемьене тата ял-йыша пысăк хуйхă килсе çапрĕ. Кÿршĕри Х. кинеми, тахçантанпах çилленсе пурăннипе, виличчен тавăрса хăварас терĕ пуль.

Комсомольски районĕнчи Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Н. ашшĕ-амăшĕ вилнĕ хыççăн, йышлă çемьере ÿснĕ пулин те, пурте тухса кайса пĕтнĕрен, кил-çуртне пĕчченех тытса пырать. Унăн килĕнче яланах таса та тирпейлĕ. Пĕр тăванĕсем килсе тулсан епле хаваслăччĕ! Авланман каччă йĕркесĕрленсе çÿремен. Ун çинчен ял халăхĕ те начар калаймасть. Кам ыйтнă — пурне те пулăшнă вăл.

Пĕррехинче пăтăрмах сиксе тухрĕ: çуллахи пĕр лăпкă каç урама полици машини килсе чарăнчĕ. 2 çамрăк сиксе тухрĕ те кÿршĕсем патне кĕрсе кайрĕ. Унтан тухрĕç те Н. пурăнакан çурта кĕчĕç. Урама çынсем пуçтарăнчĕç. Тăратпăр пăхса — нимĕн те ăнланмастпăр. Вырсарникунччĕ. Ĕçе кайманнипе Н. кăштах сыпкаланăччĕ те... урама та тухман вăл кун. Унччен те пулмарĕ Н.-на аллине кăкарса тухрĕç. Машина шучĕ те урамра ÿссех пычĕ. Х. кинеми кама кăна чĕнсе тултарман! Ачисем те часах çитрĕç.

Н.-ран: «Мĕн турăн?» — тесе ыйтатпăр. Ыйхăллăскер: «Нимĕн те ас тумастăп. Ÿсĕр пулнă», — тет çеç. Каçхи 4 сехетрен пуçласа 10 сехетчен мĕн çырчĕç-ши кинеми патĕнче?

Кайран Н.-на килне илсе кĕчĕç, çаппа-çарамас пуличчен салтăнтарса ÿкерчĕç, пÿрне йĕрĕсене илчĕç. Хĕрĕнкĕскер мĕн пулса иртнине ăнланса та пĕтереймерĕ. Ăна машинăна лартса илсе кайрĕç.

Кинемин Шупашкарта пурăнакан хĕрĕ, качча кайманскер, 45 çула çитсен ача усрава илчĕ. Общежитире пурăнатчĕ хăй. Ачине 80 çулти кинеми пăхатчĕ. Пепки питĕ шухăскер. Арçын ачасемпе туслашнă вăл. Вĕсен кĕлеткисене сăнанă. «Сирĕн ун пек те манăн кун пек», — тенĕ. Ачасем кун пирки килĕсене кайсан ашшĕ-амăшне каласа кăтартнă.

Амăшĕн ачине пăхма вăхăт пулман. Чирленĕскер больницăра выртнă. Кинеми те пахчара ĕçленĕ май ача çинчен маннă. Хĕрача вара урамра çÿренĕ-çÿренĕ те Н.-н алăкĕ çинче çăраççи çакăнса тăнине курнă. Уçса пÿрте кĕнĕ. Шалта арçын эрех ĕçсе ларнă, арпус çинĕ. Хăватлипе ÿсĕрĕлнĕскер часах çывăрма выртнă. Хĕрача тухса кайнă, çăрапа питĕрсе хăварнă. Çакна кинеми курнă. Ачи унтан тухнăшăн тарăхнă.

Халĕ çак усрав ача нуши арçынна лекрĕ. Тĕрĕссипе, çак хĕрачана хĕрхенетчĕ вăл. Н. патне 2014 çултанпах кĕрсе çÿрет лешĕ.

7 çулти ачана мăшкăлланă тесе шанман иккен арçынна. Çаплах пулсан вăл утаймалла мар, юн юхтарса выртмалла. Усрав ачана тивĕçлĕ пăхманшăн аслисене хăйсене айăпламалла. Укçи кăна кирлĕ-им? Мĕншĕн айăпа тÿрех Н. çине йăвантармалла? Хусанти экспертизăна та пăхăнмаççĕ. Айăпсăр çынна айăпланăшăн Турă та каçармасть вĕт.

Усрав ачан амăшĕ чÿк уйăхĕнче вилнĕ. Малашне мĕн пулĕ тата? Мăшкăлламан çĕртен ачана мĕншĕн хур тунă теççĕ-ши? Ку хĕр чысĕ-çке.

Пурнăçра темĕн те сиксе тухать. Н. кинемине ĕмĕрех пулăшса тăнă. Вăл вара айăпсăр çынна 12 çуллăха тĕрмене хуптарчĕ.

Эпир, Н. тăванĕсем, пĕлĕ-шĕсем вăл кун пек ырсăр-чыссăр ĕç тума пултарайманнине пĕлетпĕр. Ачана илнĕ тĕк — пăхмалла, куçран вĕçертмелле пулман. Пушшех те, Н. хĕрачана килне сĕтĕрсе те кĕмен.

Икĕ хутчен суд пулсан та Н. енчен никама та кĕртмерĕç унта. Мĕн калаçрĕç-ши? Эпир пире чĕнессе кĕтсе лараттăмăр-ха. Анчах тухрĕç те «суд вĕçленнĕ» терĕç. Н. 12 çуллăха хупма йышăннă терĕç. Айăпсăр та айăплама пулать-шим çынна?

Н. халĕ Çĕрпÿри тĕрмере ларать. Эпир ăна кучченеçсем парсах яратпăр, тухасса кĕтетпĕр.

Çыраканĕ — кÿршĕри аппăшĕ тата ытти тăванĕ, ял-йыш».

/Çырăва кĕскетсе пичетленĕ. — Редакци/.

***

 

Чăваш Республикинчи Комсомольски район прокуратури Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакансем ентешĕ Н. тĕлĕшпе çирĕплетнĕ приговорпа килĕшменнине палăртса çырнă çырăва пăхса тухнă май çакна пĕлтерет.

Елчĕк район сучĕн 2016 çулхи чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнчи приговорĕпе килĕшÿллĕн, Комсомольски районĕнчи Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Н. РФ УК 132-мĕш статйин 4-мĕш пайĕн «б» пункчĕпе /вунтăватă çула çитмен сăпат тĕлĕшпе ар хутшăнăвĕллĕ пусмăрла ĕçсем тунăшăн/ килĕшÿллĕн айăпланă.

Асăннă уголовлă ĕçе пухса тухнă тата приговора çирĕплетнĕ май суд Н. тĕлĕшпе полици ĕçченĕсем ăна тытса чарнă тата процессуаллă ытти ĕç ирттернĕ чухне психологи тата вăй витĕмĕ кÿме пултарнине хак панă.

Асăннă приговорпа Н. тата унăн хÿтĕлевçи килĕшмен.

Чăваш Республикин Аслă сучĕ кăçалхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче апелляцие пăхса тухнă май йышăннă приговора улăштарман, вăйра хăварнă, апелляци çăхавне тивĕçтермен.

Приговор вăя кĕнĕ.

Асăннă приговора кассаци йĕркипе пăрахăçлама район прокуратури сăлтав асăрхаман.

В.НИКОЛАЕВ, Комсомольски район прокурорĕ.

В.НИКОЛАЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.