Ю.СТЕПНОВ

12 Ака, 2014

Тĕп инспектор куçран вĕçертмĕ

Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров Шăмăршă районĕнчи çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă. Вĕсен хушшинче çивĕччи çук мар. Акă хăш-пĕр ял тăрăхĕнче пăрăхсем кивелнĕрен ĕçмелли шыв пахалăхĕ япăхланнă. Çынсен ăна лавккаран туянма е ялти çăлсенчен турттарса килме тивет. Йышăнăва пынисем районти кивĕ шыв пăрăхĕсене çĕннипе улăштарма пулăшма ыйтнă. Районта пурăнакансене çавăн пекех республика пĕлтерĕшлĕ «Шăмăршă - Суйкăн - Алтышево» автомобиль çулĕн тăрăмĕ пăшăрхантарать. Ку çулпа вĕренекенсене шкул автобусĕпе турттарма хăрушлансах пырать. Халăх ăна тĕпрен юсама ыйтнă.

Pages