Юрий СТЕПАНОВ

29 Çурла, 2014

Халăх хавхаланăвĕ хăпартлантарнă

Крым çур утравĕнчи Севастополь хули çывăхĕнчи илемлĕ лапамра çурла уйăхĕн 10-20-мĕшĕсенче çамрăксен Пĕтĕм тĕнчери «Таврида» слечĕ иртессине эпир пĕлтернĕччĕ. Ăна Раççейри «Халăх фрончĕ» общество юхăмĕ федерацин çамрăксен ĕçĕсен агентствипе тата «Раççей тĕревĕ» общество организацийĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Форума 60 çĕр-шыври 1700 ытла çамрăк хутшăннă.

28 Çурла, 2014

Пичет çурчĕ тĕлĕнчи каçмăш - вăхăтлăх

Çак ыйту чылайăшне калаçтарать, пăшăрхантарать, тавлаштарать. Сăмахăм Шупашкарти Иван Яковлев проспектне çĕнетсе анлăлатнă хыççăн общество транспорчĕн «Пичет çурчĕ» чарăнăвĕнчи çул урлă каçмăш çинчен. Тĕрĕсрех - ăна хупни, карта тытсах икĕ пая уйăрни пирки.

23 Çурла, 2014

«Чунлăхăршăн - тав»

Вăрçă - синкерлĕ пулăм: вилĕм, çухату, йывăрлăх, терт-нуша илсе килет. Украинăри граждан вăрçин кĕрлевĕ пин-пин çынна вырăнтан хускатнă. Хăйсем патĕнче хÿтлĕх тупайманран вĕсене урăх патшалăхсем пулăшу алли тăсса параççĕ. Вăл шутра - Раççей те. Чăваш Ен халăхĕ те йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсене ăш пиллĕн кĕтсе илет. Хальлĕхе, ĕнерхи кун тĕлне, пирĕн пата Украинăран пине яхăн çын куçса килнĕ. Нушара никама та хăйĕн терт-асапĕпе куçа-куçăн хăварман: кашнинех пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕ, укçа-тенкĕпе пулăшнă. Чылайăшĕ ĕç вырăнĕ те тупнă ĕнтĕ.

22 Çурла, 2014

Ыйтусем пур-и? Прокуратура пулăшĕ

Чăваш Республикин прокуратури халăхшăн уçă тытăм тенинче йăнăш çук: унăн ĕçченĕсем хăйсем тĕллĕн те тĕрлĕ коллективра пулаççĕ, пĕр-пĕр çăхавпа çула тухаççĕ е республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем урлă çынсемпе «çыхăнса калаçаççĕ».

Pages