Вячеслав ШИНГАРЕВ

19 Ака, 2014

Чуна яланлăхах вырнаçнă самант

Кирек мĕнле çемьен те е уйрăм çыннăн сăн ÿкерчĕксен альбомĕ пурах. Вĕсене кашниех хаклă реликви вырăнне хурса упрать, вăхăт иртнĕçем хыçа юлнă çулсене аса илсе куç умне кăларать. Акă нумай пулмасть манăн архиври пĕр сăн ÿкерчĕк алă айне лекрĕ.