Владимир ШАБАЛКИН

28 Нарăс, 2017

Сывлăхшăн усăллă апат çитмест

Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх — 2015 çулта Раççейре вăтамран 71 çул пурăннă, Японире — 83.

Уйрăмлăх мĕншĕн пысăк? Яппунсем тинĕс апатне пиртен чылай ытларах çиеççĕ. Вĕсен кухнинче пулă пысăк вырăн йышăнать. Эпир яппунсемпе танлашаймастпăр. Çĕршыва тинĕс апачĕ çитмест. Ăна нумайрах хатĕрлесе сутмалла. Ку ĕç республикăра кирлĕ пек пулса пымасть-ха. Çынсем ытларах Чăваш Енре тытаканнине е çитĕнтерекеннине туянасшăн. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула илеймеççĕ. Мĕн чăрмантарать?