Виталий СТАНЬЯЛ

24 Пуш, 2015

Тăван тавралăх - пирĕн пурнăç сăпки

2015 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче, шăматкун, Шупашкарта Чăваш республикин Наци вулавăшĕнче Чăваш таврапĕлÿçисен шайлавпа суйлав XI съезчĕ иртет. Унчченхи пекех, унта хамăр республикăран тата аякри вырăнсенчен таврапĕлÿçĕсем йышлăн килессе кĕтетпĕр.

13 Пуш, 2015

Надежда КИРИЛЛОВА: «Ăнтăлăва йĕплĕ пралуксем пăчăртарĕç»

Чăваш театрĕсенчи пурнăç çинчен артистсемпе режиссерсем хăйсем çырнă кĕнекесем нумай мар. Тани Юн, Зоя Ярдыкова, Геннадий Терентьев асаилнисене тата колхоз театрĕсем çинчен кăларнă кĕнекесене вуланăччĕ. Паллах, И.С.Максимов-Кошкинский, П.Н.Осипов, Г.В.Тал-Мăрса, М.Ф.

14 Кăрлач, 2015

«Сунтал»-и, «Ялав»-и - журналĕ кирлех!

Нушаллă, выçă-тутăллă 1924 çулта çуралса тухнă "Сунтал" тăван халăх пурнăçĕнче паян та манмалла мар йĕр хăварнă, халăх ăс-тăнне çутта туртса хăпартнă. "Сунталăн" кирек хăш кăларăмне пăхсан та унăн чĕрĕ хастарлăхĕ паян, тухма пуçланăранпа 90 çул иртсен, тÿрех уççăн курăнса тăрать!

14 Кăрлач, 2015

«Сунтал»-и, «Ялав»-и - журналĕ кирлех!

Нушаллă, выçă-тутăллă 1924 çулта çуралса тухнă "Сунтал" тăван халăх пурнăçĕнче паян та манмалла мар йĕр хăварнă, халăх ăс-тăнне çутта туртса хăпартнă. "Сунталăн" кирек хăш кăларăмне пăхсан та унăн чĕрĕ хастарлăхĕ паян, тухма пуçланăранпа 90 çул иртсен, тÿрех уççăн курăнса тăрать! Хаяр та тискер Чалтан вăрçи вăхăтĕнче вăл ирĕксĕртен хупăннă. Вăрçă иртсенех, вăхăчĕ ним чухлĕ те çăмăл пулман чухнех, "Ялав" ятпа малалла тухма пуçланă.

Вунă çул каярах, 2004 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче, Министрсен Кабинечĕ халăхăн юратнă журналне "Ялава" хупса хучĕ. Мĕн нушапа чăмларĕ тăван халăха Чăваш правительстви? Чăваш халăхĕ ячĕпе мăнаçлă Кермен лартма укçа тупас тесе-и? Е чăваш ваттисен пенси укçине ÿстерсе парас тесе? Вăл та, лешĕ те мар. Чăваш халăхне мăшкăллас тесе. Пирĕн намăса ку таранччен никам та шăлса тасатмарĕ...

Pages