Вера ТИТОВА. Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

23 Çĕртме, 2017

Урай Макаçра 13 ялтан вăрçа хутшăннисен ячĕпе çĕнĕ постамент уçăлнă

Ĕнер Шупашкар районĕнчи Урай Макаç ялĕнчи «Астăвăм» мемориал комплексĕнче çĕнĕ постамент уçăлнă. Пысăках та мар, пĕчĕкех те мар çак ялта Астăвăм аллейине вырăнти хастарсем унчченех йĕркеленĕ. Çулсем иртнĕ май ăна пăхса-йĕркелесе тăнипех çырлахман, малалла аталантарнă.