Вера ТИТОВА. Чрезывчайлă ĕçсен министерствин Киров облаçĕнчи управленийĕн сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк

17 Ака, 2017

Киров çывăхĕнче шар курнисене пулăшнине республика ертÿçисем тĕрĕслесе тăрĕç

Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче "Киров-Советск" автоçул çинче пĕчĕк автобус инкеке лекнĕ. Авари Киров хулинчен 16 километрта ирхи 3 сехет иртсен пулнă. Аманнисен шутĕнче Чăваш Енре пурăнакансем те пур. Инкекре Çĕнĕ Шупашкарта пурăннă 58 çулти арçын вилнĕ.