Вера ЭВЕРККИ. Татьяна ВАШУРКИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

16 Çурла, 2018

Палтиелти фермерсем халăха кÿрентермеççĕ

Çурхи кун çулталăк тăрантарать теççĕ-ха, анчах хĕл хырăмĕ тутă пуласси паян тар тăкнинчен нумай килет. Шăмăршă районĕнчи хуçалăхсенче çак кунсенче хĕрÿ ĕç пырать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов кăçалхи шăрăх та типĕ çу тыр-пул тухăçне витĕм кÿнине палăртать. Апла пулин те фермерсем çĕр пайĕн хуçисене кÿрентересшĕн мар.