Валера

28 Çĕртме, 2014

Вăрттăн тĕл пулу

Таньăпа саккăрмĕш класранах туслă çÿрерĕмĕр. Пĕрремĕш юрату темелле пуль ĕнтĕ. Харсăр, пур çĕрте те малта пулнишĕн килĕшетчĕ мана хĕр. Пĕр класрах вĕреннĕрен кунĕпе те пĕр-пĕринчен уйрăлмастăмăр. Уроксем хыççăн секцие вĕçтереттĕмĕр.