Валентина ФЕДОРОВА. Николай СЕРГЕЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

30 Çурла, 2018

Трактор тăвакансен мăнаçлăхĕ — медалистсем

Çак кунсенче Шупашкарти Трактор историйĕн музейĕнче йăлана кĕнĕ чыслав иртнĕ. «Трактор завочĕсем» концернăн ĕçченĕсен ачисене шкула ылтăн тата кĕмĕл медальпе пĕтернĕ ятпа саламланă. «ЧАЗ», «Промтрактор» тата «Промтрактор—Вагон» заводсенче ĕçлекенсен тĕпренчĕкĕсенчен кăçал саккăрăн шкула хĕрлĕ аттестатпа вĕçленĕ.