Валентин КОНСТАНТИНОВ

28 Çу, 2018

Камиль

– Итле-ха, итле, ырă çыннăм! – чĕнчĕ такам хыçра.
«Мана чĕнеççĕ-ши?» – терĕм те çаврăнса пăхрăм. Шăтарасла ман çине çÿллĕ арçын пăхать. Тумтирĕ лÿчĕркеннĕ, куçĕ-пуçĕ те яках мар, сухалĕ тăрлавсăр ÿссе кайнă, çÿçне кастарма васкамасть курăнать. Хĕрĕнкĕ мар хăй, тăп-тăр урах. Чăнласах мана чĕнет иккен.
– Кала-ха, тархасшăн, хăш пÿлĕмре ларать-ши çакăнта Камиль?
– Камиль? – тĕлĕнтĕм эпĕ. – Пĕлместĕп, пирĕн организацире çуккă ун пек ятлă çын...