Усăлă

24 Çурла, 2016

ПИТ ÇИНЕ - ДЫНЯ

Дыньăн пĕçернĕ ăшĕ пигмент пăнчинчен, чĕкеç шатринчен, пÿрлешкерен хăтăлма пулăшать.

Дыня ăшне вăйсăр çулăм çинче 5 минут пĕçермелле, тÿмелле те сăрăхтармалла. Юлнине пит çине ăшăллах хумалла. 10-15 минутран маскăна асăрханса илмелле, пите мамăк тампонпа сăтăрмалла. Процедурăна кашни кун тусан витĕмĕ пĕр эрнеренех палăрать.

Типĕ, çил çинче кушăрханă ÿтшĕн те дыня маски лайăх.

Дыня ăшне нимĕрлесе пит тата мăй çине çÿхе сийпе хумалла. 15 минутран мамăк тампонпа тасатмалла, ÿте тутлăхлă крем сĕрмелле.

Типĕ, пиçĕлĕхĕ пĕтнĕ ÿте дыня сĕчĕ аван уçăлтарать.