Телекăларăм хатĕрлеме вĕренчĕç
Кăрлачăн 23-мĕшĕнче 204-мĕш ача садĕнче «Журналистика — пĕчĕккисем валли» ăс-хакăл вăййи иртрĕ. Квиза воспитательсем, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç. Викторинăна Шупашкар хула администрацийĕн Вĕрентÿ управленийĕн «Профессисен энциклопедийĕ: «А» сас паллирен пуçласа «Я» таран» проекчĕпе йĕркеленĕ. Шкул çулне çитменнисене профессисемпе паллаштарас тĕллевпе ача сачĕн ĕçченĕсем чылай тăрăшни куç кĕретех.