Тăван тути — пыл тути
Кирек епле çыншăн та тăван енрен хаклăраххи, пахараххи урăх çук. Мĕншĕн тесен вăл кунта çут тĕнчене килнĕ, ансăр сукмакпа шкула чупнă, вырăнти кÿлле-пĕвене шыва кĕме васканă, вăрмана кăмпа-çырлана çÿренĕ. Çак шухăша Елена Матвеева манпа сăмахланă май икĕ-виçĕ хут та асăнчĕ.