Тамара ВЕРЕНДЕЕВА

16 Авăн, 2015

«Атте вăрçăра та пулнă. Концлагерьте те...»

Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕ кашни кĕçнерникун Пысăк пасар иртнипе чапа тухнă. Çулсерен Питрав уявне палăртаççĕ кунта. Виçĕ çухрăмра вырнаçнă тутар ялĕнче вара сабантуй кĕрлет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Кавал каччи Михаил Кудряшов час-часах вăйăра «Вали» ятлă тутар каччипе кĕрешнĕ.