Волонтер пулма питӗ лайӑх
Паян Шупашкарти Хӗрлӗ тÿремре "Раҫҫей-манӑн чӗрере" митинг-концерт иртрӗ. Ӑна Ырӑ тӑвакансен ҫулталӑкне халалласа ирттерчӗҫ. Мероприятие аслӑ шкулсемпе колледжсенчи, шкулсенчи ырӑ тӑвакансемпе волонтерсем, общество юхӑмӗсен хастарӗсем, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансем, ҫав шутра скандинавсен уттипе ҫӳрекенсем, хоккеистсем, "Экспресс кинемейсем" юхӑмăн членӗсем хутшӑнчӗҫ.