Роза ПЕТРОВА- АХТИМИРОВА

1 Авăн, 2015

Хаклă парне

Маншăн кашни çĕнĕ кĕнеке - пысăк парне. Ачалăх вăрçă çулĕсенче иртрĕ. Çырма хут-кăранташ çукчĕ, вулама кĕнеке алла лекместчĕ. Шкулта çырма паракан кăранташа шăршлаттăмăр, çав тери перекетлĕ тытаттăмăр. Тăвай районĕнчи Тенеяльне - эпĕ çуралса ÿснĕ яла - вăрçă вăхăтĕнче Ленинград, Таллин, Воронеж хулисенчен килнĕ эвакуированнăйсем çитнĕччĕ. Туслă пурăнтăмăр. Пирĕн килте Иоганн Саакпа мăшăрĕ тăватă хĕл каçрĕç. Асанне апат пĕçерсе çитеретчĕ вĕсене. Юрать, ĕне пулнă. Эпĕ эвакуированнăйсемпе хутшăнса пурăнса шкула кайичченех вырăсла калаçма вĕрентĕм.