Рената ВОЛКОВА ыйтса пĕлнĕ.

7 Раштав, 2017

Хальхи ăру мĕн вулать?

Ачалăхри халĕ те ăмсанса аса илмелли чи телейлĕ самантсенчен пĕри — кĕнеке вулама вăхăт тупма пултарни. Интереслĕ кĕнекене вĕçне тухмасăр та алăран вĕçертместпĕр вĕт! Эпир, ялта ÿсекенсем ĕçĕ нумай пулнине пăхмасăрах хайлав хыççăн хайлав вулаттăмăр. Чăвашлине те, вырăслине те тиркесе тăман. Пĕрне килĕшнĕ пулсан ыттисем те хапăлласа вулатчĕç. Çапла вара кĕнеке пирĕн класра алăран алла çÿретчĕ. Шкулпа сыв пуллашни вун икĕ çул çитрĕ, апла пулин те паянхи кун та алăран кĕнекене вĕçертместĕп.