Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ чӗнме мӗнле шӑнкӑравласа ҫитмелле?
Чӑваш Енре пурӑнакансем васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ чухне кирек хӑш вӑхӑтра та "103" номерпе шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ. Ҫакӑн валли Шупашкарта Пӗрлехи call-центр йӗркеленӗ. Унсӑр пуҫне васкавлӑ пулӑшу кирлӗ чухне "112" номерпе те шӑнкӑравлама юрать.
Республикӑн хуть те хӑш кӗтесӗнчен "103" номерпе шӑнкӑравласан Пӗрлехи call-центрӑн фельдшерӗ (медицина сестри) хуравлӗ, "112" номерпе вара - 112 Службӑн операторӗ.