Пичете Кĕнеке палатин ертÿçи Луиза СЕРГЕЕВА хатĕрленĕ.

20 Пуш, 2018

«Канашра» мĕн çырнă?

Хусан кĕпĕрнин совечĕ 1918 çул пуçламăшĕнче ирĕк панипе чăвашсен сулахай эсерĕсем «Хыпар» хаçат вырăнне «Канаш» хаçат кăларма тытăннă. Унăн 1-мĕш номерне нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче кун çути кăтартнă. Пĕрремĕш страницăри пысăк сас паллисемпе йывăçран касса лартнă «Хыпар» ята кăларса «Канаш» сăмах вырнаçтарнă та «Хыпар» хаçатăн 12 70 -мĕш номерĕ валли хатĕрленĕ материалсенех пичетленĕ. Шел, ку номер упранса юлман, унăн содержанине тĕплĕн пĕлместпĕр. ЧР Наци библиотекин Кĕнеке палатинче «Канаш» хаçатăн 2-мĕш тата ытти номерĕ упранаççĕ.