Кафене чĕнчĕ те хăй тухса тарчĕ
Студент чухне общежитире пĕрле пурăннă тусăм Сергей ĕç хыççăн кафене чĕнчĕ. Вĕренсе тухнăранпа та унпа çыхăнăва татман, телефонпа шăнкăравласа калаçсах тăраттăмăр: пĕрле вĕреннисем, ĕçри лару-тăру пирки, тепĕр чухне аптăранипе çанталăк çинчен… Савни те, еркĕн те мар вăл маншăн. Юлташ теме те çав тери çывăх хутшăнса курман унпа. Студент чухне пĕр-икĕ хутчен кинона кайнăччĕ, анчах билет укçине хамах тÿленĕ пек астăватăп. Кăмăлĕпе аванахчĕ-ха вăл, анчах сарă кăтра çÿçĕ çеç килĕшместчĕ мана. Тепĕр хĕрсем вара мăйĕнченех уртăнатчĕç.