Ольга МИРОНОВА

9 Çĕртме, 2015

Юрă кайрĕ ян! та ян!..

Июнĕн 6-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕн Акатуйĕ 63-мĕш хут иртрĕ. Ĕçпе юрă уявĕ ячĕпе унта пухăннисене ЧР юстици министрĕ Надежда Прокопьева, Патшалăх Канашĕн патшалăх строительствин, вырăнти хăйтытăмлăх, регламент тата депутат этикин комитечĕн председателĕ Николай Малов саламларĕç.