Шедевр торт пĕçерсе чăвашлăха аталантараççĕ
Чăваш Ене килекен сумлă хăнасене мĕнпе тĕлĕнтереççĕ-ши? Юлашки вăхăтра вĕсем валли парнелĕх торт хатĕрлеме ыйтаççĕ иккен! Кама мĕнли килĕшнине маларах пĕлме тăрăшаççĕ. Чăвашсен чи сумлă парнесенчен пĕри — кĕпе. Çавна шута илсе пĕр çынна чăваш кĕпи-торт парнеленĕ. Унта ваттисен сăмахне çырнă. «Кĕпи пĕттĕр, пуçĕ юлтăр» тенĕ. Хайхискер тĕлĕннипе парне торт пулнине ĕненмен.