Ольга АНДРЕЕВА

3 Пуш, 2015

Çывăрмасăр ĕçлесех иртнĕ хĕрĕн пурнăçĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтересси тылпа фронт пĕрлĕхĕ çирĕп пулнинчен нумай килнĕ. «Пĕтĕмпех фронт валли, мĕн пурри йăлтах - çĕнтермешкĕн!» - çакăн пек чĕнÿпе ĕçленĕ вăрçă çулĕсенче тылри халăх.